АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕлĕх ĕçе лайăхлатма ыйтать

30 апреля 2015 г.

2015 çул Раççейре Литература, Чăваш Енре К. Иванов çулталăкĕ пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Çавна май калаçăва ку хутĕнче республикăри культура, наци тата архив ĕçĕсен министрĕпе В. Ефимовпа пуçарасшăн.

_ Ырă кун пултăр, Вадим Петрович. Хаçат вулаканĕсем Раççей Президенчĕн тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн хушăвĕсемпе килĕшỹллĕн кăçал мĕнлерех мероприятисем ирттерме палăртнине пĕлесшĕн.

_ Кăçалхи тĕп тĕллев вăл _ литература тата вуласси патне тимлĕх уйăрасси, кĕнеке сферин проблемисене татса парасси тата кĕнеке патне интерес çуратакансене хавхалантарасси, чăваш писателĕсемпе поэчĕсене малалла аталанма пулăшасси, ăсталăх эткерлĕхĕсене упрасси. Юбилейлă çулталăк-çке 2015-мĕш. Вилĕмсĕр "Нарспи" поэма авторĕ 125 çул тултарать.

Ирттерме палăртнă мероприятисене шутласа кайса вулакансен вăхăтне илесшĕн мар эпĕ. Вĕсемпе Чăваш Республикин влаç органĕсен официаллă порталĕнче те паллашма пулать.

Çамрăксемпе çитĕнекен ăрăва вулассине нихăш мероприяти те улăштарайманнине çирĕплетсех калас килет. Хамăртан пуçламалла çак ĕçе. Ачасене вуласа памалла.

_ Пирĕн районта, ыттисенни пекех, культура ĕçченĕсем тулли ставкăпа ĕçлемеççĕ. Çакă çамрăк кадрсене витĕм кỹретех. Вĕсем сахал тỹлевлĕ ĕçе кỹлĕнесшĕн мар. Çак ыйтăва мĕнле уçăмлатма пулать-ши? Çамрăк специалистсене культура сферинче патшалăх енчен пулăшу кĕтет-ши?

_ Культура сфери финанс тĕлĕшĕнчен нихăçан та пуян пулман. Кунта ĕçлекенсен тỹлевĕ те пĕчĕк пулнă. 2012 çулхи май уйăхĕнчи хушусем çеç малалла утăмлама май пачĕç. Ĕç укçи ỹссе пычĕ. Вăл ытти сферăра вăй хураканнисеннипе танлашрĕ. Сирĕн районти культура учрежденийĕсен ĕçченĕсем 2015 çулхи пĕрремĕш кварталта уйăхсерен вăтамран 11590,4 тенкĕ ĕç укçи илчĕç. Çав шутра республикăри муниципаллă районсен ĕçченĕсен тỹлевĕ вăтамран 11467,2 тенкĕпе танлашрĕ. 2014 çулхипе танлаштарсан вăл 5,3 процент ỹсрĕ. Туйăнать-çке. Тỹлеве хăпартас тесен хамăр та тăрăшмалла. Ĕç нормипе килĕшỹллĕн мероприятисен блокне пурнăçа кĕртмелле. Бюджетран хурăнакан çăл куç çеç çителĕксĕр. Ĕç-хĕлтен кĕрекен тупăша та лайăхлатмалла. Раççей Президенчĕ В. Путин палăртнă пек социаллă сферăри тивĕçтерỹсен пахалăхне ỹстермелле. Çынсем çавна май учрежденисен ĕçĕ лайăхланнине туйччăр. Кашни ĕçченĕн мĕн тумалли паллă пултăр. Кунта çакна та палăртмалла, ялсенчи культура ĕçченĕсене тулли мар ставкăсем çине куçарасси муниципалитетсен бюджечĕсен финансĕ çителĕксĕррипе те çыхăннă.

Çамрăк специалистсем пирки акă мĕн калама пулать. Вĕсене творчествăри ăнтăлушăн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçессишĕн тăрăшма хистес килет. 2013 çултанпа яллă вырăнсенчи культура учрежденийĕсен чи лайăх ĕçченне палăртас тĕлĕшпе конкурссем иртеççĕ. 2013-2014 çулсенче çак чыса 24 тивĕçрĕç. Федераллă бюджетран кашнийĕшне 50 пин тенкĕлĕх хавхалантару парăннă.

_ Вадим Петрович, экономикăн çăмăл мар лару-тăрăвĕнче культурăна укçа-тенкĕ тĕлĕшпе епле пулăшу кĕтет-ши?

_ Эпĕ кун пирки палăртрăм ĕнтĕ. Укçа-тенкĕ уйăрасси ỹссех пырать. Пĕлтĕр пĕрлештернĕ бюджетран 1,9 миллиард тенкĕ! уйăрнă. Культура çулталăкĕнче çĕршыври, республикăри отрасль ертỹçисем патне тимлĕх уйăрнă.

Кăçал малта тăраканни вăл _ культура учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине ỹстересси. Капиталлă юсав ĕçĕсене малалла тăсăпăр. 21 культура вучахĕ çĕнелĕ. Сирĕн районта Турханти культура çурчĕн тăррипе чỹречисене улăштармалла. _

Клуб тата библиотека системинчи çĕнĕлĕхсем пулаççех ĕнтĕ. Пĕчĕк ялсенче вĕсене хупассипе çыхăнман-и çакă?

_ Пирĕн чăвашра сăвăрсене те пурне те шутласа тухнă теççĕ. Ялти культура учрежденийĕсен паспорчĕсене хатĕрленĕ. 750 клубран пурте ĕçлеççĕ. Культурăпа кану учрежденийĕсем хăшпĕр пысăк ялсенче (50) те çуккине пытарма кирлĕ мар. Çакă шухăшлаттаратех. Эпир кун пирки ĕçлетпĕр.

Паян клубсенче оборудованисемпе музыка инструменчĕсем пурри те пысăк пĕлтерĕшлĕ. 2014 çулта 63 клуба модернизациленĕ. Кун пекки халиччен пулман-ха. Чăвашра 20 çула яхăн пĕрешкел клубсем тунă. Малашне 150-300 вырăнлăх кану çурчĕсем тăвасси çинчен сăмах пырать. Ку ыйтупа Раççейри культура министерствине тухнă та ĕнтĕ эпир.

Оптимизаци вăл культура çурчĕсем хупăнассине пĕлтермест. Ялти учрежденисене централизацилени вĕсен юридици статусне çирĕплетме тата тăрăшарах ĕçлеме çеç пулăшать. 2015 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен клубсен тата библиотекăсен централизациленĕ икĕ системи ĕçлет. Çакă вăл культура рессурсĕсемпе тĕллевлĕ тата кирлĕ шайра усă курма май парать. Структурăри çĕнетỹсем аталанăвăн çĕнĕ тапхăрĕ çеç пулĕç. _ Вадим Петрович, тавах калаçушăн. Хаçат вулакансене мĕн сĕннĕ пулăттăр эсир? _ Ăс-тăн пуянлăхĕ ỹссе пытăрах.

Калаçăва Н. МАЗЯКОВА йĕркеленĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика