АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕсене чыс тата хисеп туса

08 мая 2015 г.

ЮХМАПА Пăла тăрăхĕнче йăлана кĕрекен турнирсем нумайлансах пыраççĕ. Вырăнти ял тăрăхĕсенче хăйсен хисеплĕ çыннисене сума суса тĕрлĕрен спорт меропритяийĕсем ирттереççĕ. Çакă вара çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани панипе пĕрлех вĕсене сывă пурнăç пĕлтерĕшне ăнланса илме те пулăшать. Çак кунсенче Çĕньялта та мини-футболла выляссипе ят панă ăмăрту иртнĕ. Ăна Чечня вăрçинче пуç хунă Александр Езюковпа Лев Молостова халалланă.

Турнира вунă команда хутшăнма кăмăл тунă. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, çулĕпе аслăраххисем те пур. Нăрваш Шăхальсем хăйсем çеç ăмăртăва тăватă ушкăн хатĕрлеме пултарнă. Мини-футболла выляссипе вăйă хуçисемсĕр пуçне Алманчăсем те, Турхансем те маçтăр пулни палăрнă. Çапах та хĕрỹ кĕрешỹре куçса çỹрекен кубока тата кăтрашка çăмлă такана "Стоматолог" команда тивĕçнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика