08 мая 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ял хуçалăх предприятийĕсем çур акине ирттерсе яма мĕнле хатĕрленнипе кăсăкланса Çĕрпỹ районĕнчи Чурачăкри "ВДС" хуçалăха çитрĕ. Хуçалăх учредителĕ А. Федоров Михаил Васильевича чи малтанах нихăçан та никам та сухаламан çĕр лаптăкне кăтартрĕ. Çак тĕмеске пирĕн ĕмĕр пуçланичченех пулса кайнă, теççĕ. Археологи объекчĕ пирки республика Пуçлăхĕ те илтнĕ, çавна май вăл ăна тирпейлеме сĕнчĕ.
Механизаторсем яваплă тапхăрсене пуçăниччен кунта килсе несĕлсенчен пулăшу ыйтаççĕ. Сăмах май, Турра шаннисĕр пуçне хăйсем те аллисене усса кăна ларманнине ĕçсем кал-кал пыни те çирĕплетет. Хирте каннă хушăра вĕсем М. Игнатьева хăйсен пурнăçĕ, малашлăхĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕç. Малтанласа 500 гектарта кăна пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Пушă выртакан федераци çĕрĕсене арендăна илнĕ хыççăн 4,5 пин гектарта тыр-пул ỹстереççĕ.
Кунти соцпакет та ăмсантарать. Коллективри килĕшỹ тăрăх, йывăрлăха кĕрсе ỹкнĕ кашни çын çурт-йĕр туянма процентсăр ссуда 700 пин тенкĕ таран илеет. "Апла пулсан çĕр ĕçне тата выльăх-чĕрлĕх отрасльне атлантарни малашлăхлă, _ тесе пĕтĕмлетрĕ республика Пуçлăхĕ.
Куç хăрать те ал тăвать
Канаш районĕнчи Янкăлчри Никоновсем 2005 çултанпа выльăх-чĕрлĕх отраслĕпе ĕçлеççĕ. Валерий Михайловичпа Вера Арсентьевна 2014 çулта "Фермер хуçалăхĕн базинче çемье фермине аталантарасси" программăна хутшăннă. Никоновсем 5 млн тенкĕ грант илме тивĕçнĕ. Кĕске вăхăтрах пысăк ферма туса хунă.
"Тĕрĕс, ферма лаптăкĕ выльăх шутне йышлатма май парать, унпа туллин усă курмалла. Продукци те ỹсет, тăкакĕ те пĕчĕкленет", _ терĕ Михаил Васильевич вĕсен шухăшне ырласа.
Чăваш "моцарелли" Италинче кăларнинчен кая мар Комсомольскинчи Кипеçре сĕт-çу завочĕ пур. Унта пулса курнă хыççăн "Чăвашăнне туян" чĕнỹ ахаль сăмах çеç маррине туйса илетĕн. Предприятие Арменинче çуралса ỹснĕ Вадим Агамирян ертсе пырать.
"Изамбаевский" заводра сыр тума пуçланă. Вăл ют çĕршывра хатĕрленисене те сентре çинчен хĕссе кăларма пикеннĕ. Санкт-Петербургри пицца туса тĕрлĕ хулана салатакан фирма малашне Апенни çур утравĕнче кăларнă "моцарелло" сыра мар, Çĕнĕ Кипеçĕн- чине туянать.
Инвесторсем хамăрăн пулмалла
2012 çулта республикăра тĕнчипе кĕрлесе тăнă Шупашкарти аш-какай завочĕ панкрута тухнăран ĕçлеме чарăннă. М. Игнатьев çак завода хута яма пултаракан çынсене тупнă. 2014 çулхи декабрьте "Агро-Инвест" акционерсен хупă пĕрлешĕвĕ комбинатра аш-какайран хатĕрленĕ пĕрремĕш продукцие кăларнă. "Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ Раççейри Ял хуçалăх министерствинче ертỹçĕ улшăннă хыççăн хутшăнусене еплерех йĕркелесси пирки ыйтсан, Михаил Васильевич: "Федераци министерствипе пирĕн яланах ĕçлĕ хутшăнусем пулнă.
Александр Ткачев министрпа эпир килĕштерсе ĕçленĕ. Вăл Шупашкарта "Раççей _ спорт çĕршывĕ" Пĕтĕм тĕнчери форумра та пулчĕ. Вăл _ аграрник, çавăнпа та пурте ăнăçлă килсе тухĕ. РФ Ял хуçалăх министерствинче А. Ткачев ĕçлеме пуçăннă май яла аталанма татах çĕнĕ стимул пулĕ", _ терĕ.
Район кăтартăвĕсем ỹсеççĕ
Республикăн пĕрремĕш кварталĕн пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх, ял хуçалăх производствинче тата строительствăра, çурт-йĕр хута ярассинче кăтартусем ỹснине палăртма кăмăллă. Пирĕн район та лайăх аталанса пырать.
Патăрьел районĕнче пĕрремĕш кварталта 20,5 млн тенкĕлĕх продукци туса илнĕ е пĕлтĕрхи çак тапхăртинчен 105,7 процент. Пĕчĕк предпринимательлĕх субъектне кĕмен организацисенче таварçаврăнăшĕ 163,1 млн тенкĕпе е 108,4 процентпа танлашнă.
Вăтам ĕç укçи кăçалхи январь-февраль уйăхĕсенче 15040,5 тенкĕ пулнă е 2014 çулхи асăннă тапхăртинчен 102,3 процент.
Март уйăхĕн вĕçĕччен ĕçпе тивĕçтерекен центрта 86 çынна шута илнĕ. Ĕçсĕррисен шайĕ, районта вăй хума юрăхлă çынсемпе шутласан, 0,44 процентпа танлашнă (республикăра вăтам кăтарту _ 0,68 процент). Январь-февраль уйăхĕсенче 1000 çын пуçне 14,4 ача çуралнă (республикăра _ 12,6).
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)