АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ветерансем

08 мая 2015 г.

Пỹрне хуçса шутламалăх юлмарăр ватăсем

_ Ветерансем _ вăрçă асапĕпе хуçăлнисем.

Пуласлăхшăн, малашлăхшăн, пирĕншĕн

Эсир Хăвăр çамрăклăха, ăс-хакăла та шеллемен.

Чипер яшсем, хĕрсем Эсир те пулнă-çке унччен.

Чупас-выляс, кулас-юрлас килейнĕ пуль темччен,

Эх, çав вăрçа чарчĕ, юнпа пĕветрĕ çĕр питне,

Курманнине кăтартрĕ. Чăтрăр, тỹсрĕр чĕрепе.

Мĕн чуль куççуль юхмарĕ аннен тата савнин

Ывăлĕсем, чун туртнийĕ вилни çинчен пĕлсен!

Шăла çыртса ĕçлерĕр колхоз уй-хирĕнче

Тата пурте ĕнентĕр пирĕн çĕнтерессе.

Ветерансем _ ват асаттесем, ват асаннесем!

Тавтапуçах пуриншĕн те пиртен _ мăнуксенчен.

Ыр ватлăх, канлĕх, сывлăхпа хисепĕ ытларах

Çỹреччĕр малашне те сирĕнпе юнашарах!

Г. ХЛЕБНИКОВА. Патăрьел.

 

Тăванла масарсем

Лартмаççĕ кунта асăнса хĕрессем,

Тăлăх арăмсем макăрмаççĕ.

Хураççĕ çынсем тав туса чечексем,

Яланлăх кăвайт çунтараççĕ.

Кăвайт ăшĕнче: танк çунни курăнать,

Çулăм айĕнчи вырăс ялĕ,

Салтакĕн чĕрийĕ вутпа ялкăшать,

Смоленскăн, рейхстагăн пушарĕ.

Кисреннĕ тавралăх тахçан шăв-шавпа,

Гранит плитасем халь шăпланнă.

Пỹрмен никама кунта уйрăм шăпа

_ Кунта пурте пĕр пек шăпаллă.

Кунта куççульпе макăрмаççĕ çынсем,

Çирĕп чунлисемшĕн _ çак вырăн.

Хĕрессĕр пулсан та тванла масарсем,

Чунра лăпкă мар, чуна йывăр.

В. Высоцкийĕн "Братские могилы" сăввине

П. СЕМЕНОВ куçарнă. Красномайски ялĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика