08 мая 2015 г.
Редакцине чăн-чăн фронт дневникне илсе килчĕç. Унта вăрçă пынă вырăнсемпе кунĕсене палăртнă. Ăна курнăран чун çỹçенсе кайрĕ. Сарăхса кайнă лучăрканнă страницăсенче _ çăтă текст. Çав цифрăсемпе географи ячĕсенче мĕн чухлĕ паттăрлăх пытарăннă-ши!
Хабибулла Сафиуллович Алеев 1921 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕнче Кĕçĕн Шăнкăртам ялĕнче çуралнă (ỹкерчĕкре). Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин инваличĕ. Отечествăлла вăрçăн пĕрремĕш степеньлĕ орденĕпе, "За боевые заслуги", "За отвагу" (икĕ), "За победу над Германией", "За победу над Японией" медальсемпе наградăланнă. Фронт дневникне вара ывăлĕ илсе çитерчĕ. Ашшĕ паянхи кунччен пурăнайман. Унăн асаилĕвĕсене çемйи _ 8 ачипе 14 мăнукĕ, 9 кĕçĕн мăнукĕ _ чыслăн упрать.
"1942 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче Армавир çывăхĕнчи Красная Поляна ялĕ патĕнче пĕрремĕш çапăçăва кĕтĕм",_ вулатпăр пĕринче. Малалла уçăмлатни çук.
Каярах вара çапла çырнă: "1944 çулхи апрелĕн 23-мĕшĕ. Севастополь хулинчен 6 çухрăмра. Виççĕмĕш хутчен амантăм. Йывăр. Байдары, Бахчисарай, Симферополь, Астрахань госпиталĕсем".
Аманнă салтакăн историне Алеевсен çемйи (кĕçĕн мăнукĕ таранчченех) пĕлетех. Салтак ун чухне сывă юлма пултарнине ĕненмелле те мар. Севастополе ирĕке кăларнă май пуля Х. Алеев витĕр тухса кайнă: чĕринчен пĕр сантиметр çỹлерех. Снайпер тĕлленĕ ăна.
Маларах взвод командирне вĕлернĕ. Хабибулла Сафиуллович унăн пулăшуçи пулнă. Тепĕр мишенĕ вара ентеше тивнĕ. Салтаксене окопран çапăçăва чĕннĕ чухне вăл такăннă, çакă вара пурнăçне те çăлнă.
Пирĕннисем каялла чакни те вырăнлах пулнă. Аманнă салтака вĕсем çапăçу хирĕнчен илсе тухнă. Медсанбатра ăна сывалать тесе шутламан та тăр. Коридорах вырттарнă. Анчах телейĕ пулнă фронтовикăн. Ун çумĕпе иртсе пыракан врач салтак аран-аран сывланине туйса тỹрех операци сĕтелĕ çине хума хушнă. Апрелĕн 23-мĕшĕ вара Хабибулла Сафиулловичăн иккĕмĕш çуралнă кунĕ пекех çырăнса юлнă.
_ Хам та врач эпĕ. Атте мĕншĕн сывă юлайнине пĕлетĕп,_ каласа парать ывăлĕ Фанис.
_ Пуля кăкăр шăммисен хушшипе иртнĕрен юн тымарне лекмен. Тĕлĕнмелле-çке!
Аттен пĕчĕк чăматан пурччĕ. Унта медалĕсем, çар госпиталĕн справкисем, фронт çырăвĕсем, блокночĕсем упранатчĕç. Питĕ типтерлĕ тытатчĕ вĕсене. Эпир ỹснĕ вăхăтра никама та уçтармастчĕ. Мана çеç ирĕк паркалатчĕ. Çакă хăпартлантаратчĕ те. Мăнукĕсем çуралса ỹссе пынă май вара аттен чĕри çемçелчĕ _ чăматан вылямалли тетте вырăнне çаврăнчĕ. Шел, асăнмалăх чылай япала çухалчĕ. Халĕ çакăншăн кулянатпăр та. Историне упрамалла пулнă та çав".
Хабибулла Сафиуллович 1946 çулта фронтран таврăннă, ял хĕрĕпех пĕрлешсе çемье çавăрнă. Нурзада пурнăçĕ те çăмăлах пулман. Амăшĕ вăрçă пуçланас умĕн вилнĕ. Хĕрĕ 13ре юлнă. Аслă пиччĕшĕпе ашшĕ фронта кайнă. Пиллĕкрипе иккĕри йăмăкĕсемшĕн вăл амăшĕ вырăннех юлнă. Çавах çĕнтерĕве çывхартма пулăшас тĕллевпе фронта валли ăшă алсасемпе носкисем çыхнă. Пиччĕшĕ вăрçăран таврăннă, ашшĕне вара хĕр урăх курайман.
Çемье архивĕнче салтак юлашки çапăçăва кĕрес умĕнхи çыру та упранать. Хăй чĕрĕ юлаймасса сиснех пулĕ çав.
Халĕ Нурзада Гафиятулловна 88 çулта, Çĕнтерỹ 70 çул тултарасса чăтăмсăррăн кĕтет. Пурнăç йывăрлăхне пăхмасăр вĕсем ачисене тивĕçлĕ пăхса ỹстернĕ. Тăваттăшĕ "Тутар Республикин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Иккĕшĕ _ наукăсен кандидачĕ.
Вăрçă хыççăн Хабибулла Сафиуллович тăван ялта ĕçленĕ, сельпо председателĕ, ревизи комиссийĕн ертỹçи, Ленин орденлĕ "Гвардеец" колхоз бригадирĕ пулнă. Фанис Алеев нумаях пулмасть Севастополе çитнĕ, ашшĕ çапăçнă вырăнсене кайса курнă. Наци музейĕнче вара паттăра Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕ пама тăратнине пĕлнĕ. Çакă çемьешĕн çĕнĕ хыпар.
В. АКИФЬЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)