06 мая 2015 г.
ÇУРКУННЕПЕ Ĕç уявĕччен республикăра "Çулталăк учителĕ", "Çулталăк воспитателĕ", "Çулталăк психологĕ", "Çулталăкри социаллă педагог", "Чи класслă класс ертỹçи" конкурссем ирттерсе педагогсен маçтăрлăхне, пултарулăхне, ăсталăхĕпе тавракурăмне тĕрĕслеççĕ. Асăннă конкурсра Шăнкăртамри Э. Фэизов ячĕллĕ вăтам шкулти икĕ учитель харăсах лауреатсем пулса таврăннă. Вĕсенчен пĕри _ 7а класс ертỹçи Чулпан Ишмуратова. Чулпан Минхарисовна асăннă шкул коллективĕнче виççĕмĕш çул çеç ĕçлет пулин те РФ Президенчĕн премине те илме тивĕçнĕ. Учительница ыттисемшĕн пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ. Кăçал вăл районта йĕркеленĕ "2015 çул вĕрентекенĕ" конкурс лауреачĕ, Пĕтĕм Раççейри "Педагогика дебючĕ _ 2015" тата "Профессилле ăнăçу _ 2015" конкурссен участникĕ тата ытти те.
Çак шкулти Г. Махмутова педагог-психолог вара 23 ĕçтешĕ умĕнче хăйĕн тавракурăмне кăтартса ăмăртуран Чăваш Енти чи лайăх педагог-психолог пулса таврăннă. Пĕр коллектившăн _ икĕ савăнăç, икĕ çитĕнỹ! Ĕçтешĕсен çитĕнĕвĕпе хăпартланмалăх сăлтавĕ пурах.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)