06 мая 2015 г.
РАЙОНТИ ял тăрăхĕсенче Çĕнтерỹ 70 çул тултарнине чыслăн та хисеплĕн ирттерсе ярас тесе тăрăшаççĕ. Çак тĕллевпе палăксене те юсарĕç, çĕнетрĕç, урамсене те тирпейлерĕç, капăрлатрĕç... Унсăр пуçне кашни администрацинчех йывăçсем лартса хăварса Çĕнтерỹ аллейисем йĕркелерĕç. Ку тĕлĕшпе Çĕнĕ Ахпỹртсем те пысăк хастарлăх кăтартрĕç. Шкул тата ача сачĕн коллективĕсем, ял тăрăх тата культура работникĕсемпе уйрăм хастарсем парк территорине хурăн, çăка, пилеш йывăçĕсене 900 тĕп ытла та лартса хăварнă. Халĕ ĕнтĕ асаттесен ячĕпе лартнă хунавсене пĕрлехи вăйпа пăхса ỹстересси çеç юлать.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)