06 мая 2015 г.
АЧАСЕМПЕ çамрăксене, çав вăхăтрах çитĕннисене те сывă пурнăç йĕркине явăçтарас, массăллă спорта аталантарас тĕлĕшпе районта сахал мар ăмăрту, мероприяти иртет-ха. Район Пухăвĕн депутачĕ Петр Перепелкин парнине çĕнсе илес тĕллевпе шывра ăста тата хăвăрт ишессипе йĕркеленĕ ăмăрту "Паттăр" спорт комплексĕнче пуçласа старт илнĕ пулин те, пуриншĕн те кăсăклă иртнĕ. Ăмăртăва хапăл тăвакансене тỹресем тăхăр ушкăнпа хак панă. Спортсменсем вара 25 метртан пуçласа 300 метр таранах ишнĕ. Çĕнтерỹçĕсене пурне те дипломпа та медальпе, унсăр пуçне пылак çимĕçпе те хавхалантарнă. Командăпа илес пулсан вара чылай чухнехиллех Аслă Чеменсен спортсменĕсемпе танлашакан пулман. Иккĕмĕш вырăнта Хирти Пикшиксем, виççĕмĕшĕнче _ Шăхач ял тăрăхĕ. Сăмах май каласан, шăпах асăннă ял тăрăхĕсен спортсменĕсем час-часах ФСКна килсе бассейнра ишеççĕ, ытти залсенче тренировка тăваççĕ. Усси вара куç умĕнче.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)