06 мая 2015 г.
Апрелĕн 29-мĕшĕнче Барнаулта Чăваш Республикин Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа Алтай крайĕн кĕпĕрнатăрĕн Александр Карлинăн ĕçлĕ тĕл пулăвĕ иртнĕ. Унта регионсем килĕштерсе ĕçлесси мĕнлерех аталанса пырассине сỹтсе явнă.
Александр Карлин Алтай крайĕпе Чăваш Ен хушшинчи тавар çаврăнăшĕ 500 млн яхăн тенкĕпе танлашнине, регионсем суту-илỹпе экономика, ăслăлăхпа техника тата гуманитари сферисенче вăрах вăхăтлăх партнер хутшăнăвĕсене йĕркеленине палăртнă. Тĕслĕхрен, "Алтай мотор завочĕ" АУО "Трактор завочĕсем" концерн йышне кĕрет, Шупашкарта кăларакан техника валли двигательсем хатĕрлет. Алтай крайĕн энергетикĕсене Чăваш Енри электротехника кластерĕн предприятийĕсен продукцийĕ питех те кирлĕ, çав вăхăтрах ЧР агропромышленноç комплексĕн организацийĕсем Алтай крайĕнче тырăпа комбикорм туянаççĕ.
А. Карлин çавăн пекех Алтай крайĕнче 140 наципе халăх пурăнни çинчен каласа кăтартнă. Столыпин реформисен тапхăрĕнче çак тăрăха çĕршер-çĕршер чăваш килсе тĕпленнĕ. Вĕсем паянхи кун та край территорийĕнче компактлă пурăнаççĕ, хăйсен тăван чĕлхипе культурине упраççĕ. "Алтай крайĕнче пурăнакан чăвашсем çĕре тата ун çинче ĕçлеме юратаççĕ. Сирĕн республикăра интереслĕ нумай проект пурнăçа кĕрет, сирĕн опытăрпа, уйрăммăн илсен пурăнмалли çурт-йĕр строительствипе, тĕплĕнрех паллашмалла",_ тенĕ Алтай крайĕн кĕпĕрнатăрĕ.
Чăваш Ен Пуçлăхĕ ĕçтешне хăнасене тарават Алтай çĕрне килсе курма май туса панăшăн тав тунă. Вăл хăйĕнпе пĕрле Алтай крайне республикăри икĕ министрпа темиçе предприяти ертỹçи килнине пĕлтернĕ. Визит тĕллевĕ _ тĕрлĕ сферăри чи лайăх управлени практикипе паллашасси, тивĕçлĕ хак парасси тата малашне унпа ăнăçлă усă курасси.
"Чăваш Енпе Алтай крайне çыхăнтараканни нумай, вĕсем икĕ регионшăн та ỹсĕм саманчĕсем пулма пултараççĕ. Пирĕн тĕл пулусем пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнусене çирĕплетме тата ĕçтешлĕхе аталантарма çĕнĕ хăват хушасса шансах тăратăп. Эпир Алтай тăрăхне юрататпăр, сирĕнпе малашне те туслă тата ĕçлĕ çыхăнусем тытăпăр",_ палăртнă Михаил Игнатьев.
Çав кунах Михаил Игнатьевпа Александр Карлин В.С. Золотухин ячĕллĕ Çамрăксен театрне тата "Сибирь" концерт залне çитсе курнă.
Ĕçлĕ тĕл пулу вĕçĕнче Михаил Игнатьевпа Александр Карлин Аслă Çĕнтерỹ пулнăранпа 70 çул çитнине халалласа йĕркеленĕ "Çĕнтерỹ вăрманĕ" Пĕтĕм Раççейри акцие хутшăнса Барнаулти Мухтав мемориал комплексĕнче чăрăшсен аллейине тунă çĕре хутшăннă.
Республика Пуçлăхĕ акци уйрăмах çамрăксемшĕн пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртнă, çĕнĕ аллея пулас ăру валли ырă символ пулнине каланă. "Çĕнтерỹ вăрманĕ" çарпа патриотла акцие Алтай крайĕнче хутшăнни пирĕншĕн пысăк чыс. Паян эпир аллея хывни малашлăхпа çыхăннă. Пĕрлĕхре _ вăй. Çавăнпа та малашне çамрăксем хăйсен тăван çĕрне юратса ỹсĕç тесе шутлатăп. Пултаруллă та пĕрлехи ĕç çеç çĕнтерỹ тума, Чăваш Республикипе Алтай крайĕнче пурăнакан, Раççей гражданĕсен пурнăçне лайăхлатма пулăшĕ.
"Хыпар" хаçатран
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)