АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта тĕпĕр палăк хутшнăчĕ

06 мая 2015 г.

Сывлăшран тапăнасран хỹтĕлекенсен ретĕнче пин-пин каччă, вăрçă вăхăтĕнче вара çамрăк хĕрсем те, нумайăн тăнă. Ятарласа шутламан та, вĕсем пирĕн районта та пайтах. Çулталăк каялла уйрăм хастар пвошниксем те моряксен, десантниксен, афганецсен тата ыттисен тĕслĕхĕпе пĕр-пĕринпе паллашма, курса калаçма, служба саманчĕсене аса илме, пытарар мар, пĕрле пĕр сĕтел хушшине ларса вĕри чей ĕçес шухăшпа та, пуçтарăнма шут тытнă. Пуçаруçăсен йышне чăн малтанах Александр Трифонов предпринимателе (Анат Тăрмăш), ПВО тата авиаци ветеранне Сергей Шадирякова (Патăрьел), Гостехнадзор инспекторне Илья Васильева (Кивĕ Ахпỹрт) кĕртмелле. Çак йĕркесен авторĕ те йыша чăмăртанас пирки нумай хутчен сăмах пуçарнă темелле. Паян çирĕппĕ- нех эрттелте çĕре яхăн çын пурри пирки çирĕплетме май пур.

Çак енĕпе тунă тепĕр утăм вăл ПВО çарĕсенче тăнă салтаксене халаласа палăк лартма тĕллев тытни пулчĕ.Патăрьел ял администрацийĕнче хапăлласа йышăнчĕç çакна. Ял пуçлăхĕ монумент валли çĕр уйăрма ирĕк пани çинчен хушу кăларнă хыççăн Патăрьелĕнче халăхра Арбат тесе ят панă çуран çỹремелли урамра палăк вырăнне хатĕрлес ĕç пуçланчĕ. Çĕр шăнĕ кайманнине пăхмасăр, йăпе-сапаллă тата сивĕ çанталăка уямасăр уйрăм хастарсем нимене тухса кĕске хушăра (пилĕк кунта!) никĕсне хатĕрлерĕç, стеллине вырнаçтарчĕç, йĕри-таврана илем кĕртрĕç. Кун валли укçа пуçтарассине те хирĕçлемерĕç.

Нумай пулмасть ПВО вои- нĕсен палăкне сумлă лару-тăрура уçрĕç. Çак ятпа йĕркеленĕ савăнăçлă уява район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Патăрьел ял пуçлăхĕ Анатолий Моисеев, республикăри çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсенчи пайĕн начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Петр Иванов, ПВО çарĕсенче тăнă арсем, çавăн пекех Шăмăршă, Елчĕк, Комсомольски, Вăрнар, Шупашкар, Тăвай районĕсен, Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисен делегацийĕсем хутшăнчĕç.

Тăватă çул каялла Патăрьелĕнче пуçласа моряксем хăйсен палăкне лартнăччĕ. Ун хыççăн пограничниксем кану паркĕнче стелла çĕклерĕç. Пĕлтĕр вара Германинче службăра пулнă салтаксем çав Арбатрах чаплă монумент вырнаçтарнăччĕ.Черетре десантниксем тăраççĕ теççĕ. Ỹлĕмрен ытти çарсем те хутшăнĕç. Тен, çапла Комаров урамĕ çар аллейинех куçĕ. Тем пекехчĕ! Н. ЛАРИОНОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика