06 мая 2015 г.
Нăрваш Шăхалĕнчи çамрăк велосипедистсем спорт сезонне уçрĕç. Трассăна вара Вăрманхĕрри Шăхаль _ Ясная Поляна ялĕсем хушшинчи çула суйласа илчĕç.
Ăмăртăва Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем те хутшăнчĕç. Спортсменсене Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, велосипед спорчĕн ветеранĕ В. Бородкин, районти велосипед спорчĕн федерацийĕн председателĕ В. Михайлов, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тренерĕ В. Афанасьев тата В. Макаров тренер çак уявпа саламларĕç, çирĕп сывлăх, вĕренỹре, спортра ăнăçусем сунчĕç.
Спортсменсем пĕрин хыççăн тепри 30 çеккунтран хускалса кайса тупăшрĕç. Чи малтанах старта 2003-2004 çулсенче çуралнă арçын ачасемпе хĕрачасем тăчĕç, 5 çухрăмлă хушăра ăмăртрĕç. Финиша чи малтан В. Софронов (Нăрваш Шăхалĕнчи вăтам шкул) кĕчĕ. Унăн юлташĕсем А. Андреевпа Н. Микка _ иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсенче. Хĕрачасенчен чи пултарулли А. Кудрявцева (Турханти вăтам шкул) пулчĕ. 2001-2002 çулсенче çуралнисенчен вунă çухрăма чи хăвăрт С. Маштаков вĕçлерĕ. Чи кĕçĕн çулхисенчен вара пултарулли С. Осипов пулчĕ.
В. МИХАЙЛОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)