13 мая 2015 г.
АСЛĂ Çĕнтерỹ уявĕ умĕн районти ялсенчи 44 палăкпа обелиска юсанă, тирпей-илем кĕртнĕ. Вăл шутра Патăрьелĕнчи палăка тата Кзыл Чишмари мемориала тĕпрен юсанă, çĕнетнĕ. Кăçал Ульяновкăра пурăнакансем вара Çĕнтерỹ уявĕнче харăсах икĕ хут савăнăçа та пайланă. Çак пĕчĕк ялтан фронта 47ĕн тухса кайнă. Вĕсенчен 27-шĕ тăван яла таврăнайман, 19-шĕ вара хыпарсăр çухалнă. Ку таранччен асăннă ялта паттăр салтаксене асăнса лартнă палăк пулман.
Кăçал вара çак ял çыннисем пуçласа хăйсен вăйĕпе çĕкленĕ палăк умĕнче вилнисен канлĕхĕшĕн пуç тайнă, паттăрсене ятран асăннă. Уяв митингне район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, Ишлĕ ял тăрăх пуçлăхĕ Л. Юркина, районти çар комиссариачĕн уйрăмĕн начальникĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан П. Иванов, I рангри запасри капитан И. Сапожников тата ытти хисеплĕ юлташсем те хутшăннă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)