13 мая 2015 г.
Районти "Батыревский", "Красное знамя", "Малалла", "Первомайск", "Звезда", "Исток", "Движение", "Югель" хуçалăхсенче, Е. Мартышкин, Л. Краснова, И. Чемеров, И. Ямалетдинов, Ш. Куликов фермерсен хуçалăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтернĕ.
Майăн 12-мĕшĕ тĕлнĕ тĕш тырă вăрлăхне 11038 гектар е палăртнин 72,3 процентне никĕсе хывнă.
Нумай çул ỹсекен курăксене _ 319, пĕр çул çитĕнекеннисене 856 гектар акнă. "Исток" агрофирмăра кăçал та сахăр кăшманĕн лаптăкĕ пĕчĕкех пулмĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне 215 гектар никĕсе хывнă. Ку ĕç малалла пырать.
Çĕр улми "Батыревский" пĕрлешỹ _ 156 гектар, "Красное знамя" хуçалăх _ 100, "Малалла" эртел _ 40, "Первомайск" предприяти _ 30, "Исток" агрофирма_ 84, Е. Мартышкин фермер _ 32, Л. Краснова фермер 8 гектар лартнă.
Сухан вăрлăхне (чернушки) 125 гектар акнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)