13 мая 2015 г.
(Нимĕç фашисчĕсене хирĕç пынă вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса)
Пĕрремĕш июль, хĕрĕх иккĕмĕш çул.
Тăратпăр вăрман хĕрринче.
Шел, халĕ те ман тĕрĕс адресăм çук,
Пĕлтерĕп, пулсан, тепринче.
Илсемĕр пирвай, малалла çыриччен,
Хĕвел пек хĕрỹллĕ салам.
Сывах эп, ан хуйхăрăр çил тухиччен.
Ну урăх... Мĕскер-ха калам.
Ỹсетĕн пуль, йăмăк, пĕр вĕçсĕр ĕçре,
Сире те унта ансат мар.
Анне, вĕрискер, хуçăлать пуль сĕре,
Эс тăрăш ăна упрама.
Ялах таврăнасшăн эп вăрçă пĕтсен,
Тытасшăн умри пахчана.
Тата трактора вĕренсе пĕтерсе
Çỹресшĕн ака-сухана.
Кунта, хăш чухне, тĕлĕрсе кайичен
Куратăп тăван хирсене.
Аванччĕ вырма вĕçленен кунсенче
Витмешкĕн капан тăррине.
Илтсеччĕ, атте те фронтра тенине,
Эп тупрăм чаçне тетенне.
Ак, ларăпăр пурте пĕрре каçхине
Чĕнтĕрлĕ сĕтел хушшинче.
Часах чăн пулайĕç-ши çак ĕмĕтсем?
Шеллемĕттĕм пĕтĕм вăя.
Мĕнле пурăнать-ши ял-йыш, çамрăксем?
Тухаççĕ-ши халĕ вăййа?
Хĕврех-ха Санюкăн тĕрленĕ тутри,
Тепре тĕл пулсассăн ăна,
Кала-ха, Наçтаç, аннене систерми.
Эп таврăнăп, кĕттĕр мана.
Çыратăп кĕскен _ васкатаççĕ пире,
Малта çĕнĕрен çапăçу.
Вăй-хал тата чăтăмлăх пултăр сире,
Ан чирлĕр, сыв пулăр.
"Ваççук".
М. БУЛАНОВА, Елчĕк районĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)