АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăрçă суранĕ _ чĕресенче

13 мая 2015 г.

Вăхăт пĕр вырăнта тăмасть. Сехет йĕпписене вĕçĕмсĕр малалла хăваласа кунпа çĕре, уйăха улăштарать. Астăвăмра вара хыçа юлнă çулсем çеç çырăнса юлаççĕ. Асаилỹсем вĕсем _ пурнăç çырнă йĕркесем. Ирхи шуçăм пекех куç умне çуттăн тухса тăраканскерсем. Çавна май вăрçă темипе мĕн чухлĕ очерк, калав, сăвă, поэма çырăнман-ши! Алла хĕç-пăшал тытса çĕнтерĕве çывхартнă паттăрсен умĕнче ĕмĕр парăмра эпир. Паянхи телейлĕ пурнăçшăн кĕрешсе пуç хунисене асра тытса мĕнле мероприяти çеç иртмест-ши? Аслă Çĕнтерỹ çулалăкĕнче вĕсен шучĕ çукпа пĕрех. Районти "Авангард" хаçат редакцийĕ те ку тĕлĕшпе парахатарлă ĕç пуçарчĕ. "Мехел" клубпа пĕрле сăвă çыракансен тата ăна ăста вулакансен "Вăрçă суранĕ _ чĕресенче" поэзи сехечĕ ирттерчĕ.

Патăрьел тăрăхĕ фронта 8377 çынна ăсатнă. Вĕсенчен 6034-шĕ каялла таврăнайман. Палăк умне пуç тайма тухакан ветерансен йышĕ те çулран-çул чаксах пырать. Мĕнех вара, аттесемпе асаттесем туса çитерейменнине эпир тăвăпăр, аттесемпе асаттесем вĕçлеймен юрра эпир малалла шăрантарăпăр. Çак шухăша тĕпе хурса уçрĕ те ĕнтĕ "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова конкурса.

Малтанах çитĕнекен ăрăва сăмах пачĕç. Хирти Пикшикри вăтам шкулта вĕренекен виçĕ харсăр килнĕ сăвă вулама. Д. Полюдов, К. Филиппова, А. Хвостова районти, Г. Айхи, Р. Сарпи, М. Ваçлей ячĕпе иртекен çулленхи конкурссенчен пĕринчен те юлмаççĕ.

Ыхра Çырминчи вăтам шкулти Я. Майкова, С. Максимова та пултаруллă. Яна "Сăн ỹкерчĕк" сăвва, Света харсăр паттăрăн амăшĕ палăк умĕнче калаçнине чĕррĕн куç умне кăларчĕç.

Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулти М. Воробьева вара хăй çырнă сăввине вуларĕ.

Хирти Пикшикри вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен А. Пестрова учительницăн вăрçă хирне кукашшĕ тата виçĕ куккăшĕ выртса юлнă-мĕн. Кĕçĕн Арапуçĕнчен 73 паттăр яла таврăнайман. Мĕн чухлĕ амăшĕн, мăшăрĕн, ачисен, тăванĕсен, çывăх çыннисен куççулĕ тăкăнман-ши?. Çавсене куç умне кăларса вуларĕ сăввине Альбина Николаевна.

Çĕньялти Ромео Нягин пушă вăхăта сăвă çырса ирттерме тăрăшать. Автор вăрçăпа çыхăннисене чуна пырса тивмелле вуласа пама пултарчĕ.

Шăхачри Софья Марукован (81 çул тултарать) ашшĕ вăрçăран аманса таврăннă пулнă. Унăн асаилĕвĕсем ачин чун-чĕрине ĕмĕр манăçми вырнаçса юлнă.

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Л. Сорокинапа иккĕмĕшĕнчи Г. Хлебникова чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенсем хăйсем те ăста сăвă вулакан, çыракан, пĕрлех конкурса хутшăнакансене хатĕрлекенсем те. Вĕсен пичетленсе тухнă кĕнекисенче паттăрсене халалланă чун тĕпĕнчен шăранса тухнă йĕркесем сахал мар. Авторсен "Салтак-ветеран", "Салтак арăмне", "Ветерансем" сăввисене чуна çỹçентерсе итлемелле пулчĕ.

"Авангард" хаçат редакцийĕнче ĕçлекен А. Егорова çемйинчи аслă ăру та вăхăтсăрах çỹçĕсене кĕмĕл тĕс çаптарнă. Кукашшĕпе виçĕ куккăшĕ вăрçă хирне выртса юлнă унăн. Паттăрсене пуç тайса сăвă вулама тивĕçĕ пурах ăрăва малалла тăсаканăн.

Çĕнтерỹçĕсене хаçатăн тĕп редакторĕ Н. Мазякова хисеп грамотисем, дипломсем тата парнесем парса саламларĕ.

А. АСТРАХАНЦЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика