13 мая 2015 г.
Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов афганецсем афган вăрçинче вилнĕ салтаксене асăнса лартнă палăк умĕнче йĕркеленĕ митинга хутшăнчĕ.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи 70 çул çитнине халалласа Афган çĕршывĕнче службăра тăнă ра-йон çыннисем хăйсен вăйĕпе палăкăн постаментне юсаттарчĕç, çар тивĕçне пурнăçласа ют тăрăхра вăхăтсăр куçĕсене хупнă ентешсен сăн ỹкерчĕкĕсене тата çапăçу саманчĕсене сăнланă плитасем вырнаçтарчĕç. Объекта тулли мар яваплă "Стройкомфорт" пĕрлешỹ çĕнетрĕ.
_ Афганистанри вăрçă çулĕ-сем пирĕнтен айккинелле кайса пыраççĕ, анчах Совет Çарĕн салтакĕсемпе офицерĕсен паттăрлăхĕ, çирĕплĕхĕ яланах асра. Пирĕн ентешсем те интернационалла çар тивĕçне инçетре пурнăçларĕç.
Паян, Çĕнтерỹ 70 çул çитнине уявланă май, интернационалист-салтаксене хисепленине тепĕр хут çирĕплететпĕр, çар тивĕçне пурнăçласа вилнĕ 7 салтака _ Кĕçĕн Арапуçĕнчи Геннадий Козлова, Шăнкăртамри Минхайдер Валитова, Сителти Александр Журавлева, Сăкăтри Михаил Мтина тата Николай Родионова, Турханти Владимир Перлова, Тутар Сăкăтĕнчи Рифкат Куликова _ асра тытатпăр. Вĕсен ашшĕ-амăшĕ, тăванĕсем умĕнче Патăрьелĕнче пурăнакан пур çын ятĕнчен пуç таятпăр, _ терĕ митингра Николай Иванович.
Патăрьел ял тăрăх пуçлăхĕ Анатолий Моисеев хăйĕн сăмахне салтак тивĕçне пурнăçланисене тав тунинчен пуçларĕ: "Афган вăрçинче, çывăхри тата инçетри ют çĕршывсенчи вĕри точкăсенче пуçĕсене хунă салтаксене эпир яланах асра тытатпăр, вĕсен тăванĕсемпе тата çывăх çыннисемпе çак нихăçан та пирчемен хуйха пĕрле пайлатпăр".
Районтан Афганистанра 239 каччă службăра тăнă, вĕсенчен хальхи вăхăтра 119-шĕ Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пурăнаççĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)