16 мая 2015 г.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă кăçалхи Çырă- вĕнче çирĕп çемье ыйтăвĕсене те пысăк тимлĕх уйăрнă. "Тăван йăваран хакли нимĕн те çук. Эпир хамăрăн Чăваш Республикине чун-чĕререн юрататпăр, унăн ырлăхĕшĕн патриотла туйăмĕсемпе, пĕтĕм чĕре ăшшине парса, яваплăха туйса, ырми-канми ĕçлетпĕр. Тăван кĕтес çутă та ырă пултăр, таса чунпа, тăнăçлăхпа килĕшỹре, çемье хаклăхĕсене çирĕплетсе пурăнччăр тетпĕр. Çирĕп те туслă çемьене нимĕнле инкек-синкек те хăратмасть".
Çакна Кзыл-Камышра пурăнакан Небиулла Сабирзяновичпа Назиря Низаметдиновна Масяевсен çемйипе те (ỹкерчĕк-ре) çирĕплетме пулать. Нумаях пулмасть вĕсем пĕрлешнĕренпе 55 çулхи юбилейне паллă турĕç. 86ри Назиря аппапа 79ти Небиулла абый пурнăçра пĕр-пĕрне куçпа пăхсах ăнланаççĕ, калаçаççĕ. Шăпа çапла пỹрнĕ вĕсене. Небиулла Сабирзянович ачаранпах калаçмасть, чĕлхесĕр. Çапах та хăйĕн пурнăçĕнче вăл чăн-чăн арçын пулнине çирĕплетнĕ: йывăç та, çурт та лартнă, пăхаттир пек виçĕ ывăлне, икĕ чипер хĕрне çитĕн-тернĕ. Ял-йышра пысăк хисепе тивĕçнĕ...
Çăмăл пулман вĕсен пурнăçĕ. Вăрçă пуçланнă чухне Назиря аппа 13-ри хĕрача пулнă. Çемьере 12 ачаран вăл тăваттăмĕшĕ çи- тĕннĕ, çавăнпа килти ĕçсем ытларах ун çине тиеннĕ. Аслă аппăшĕсемпе амăшне вăрман касма илсе кайсан, Назиря киле юлнă, йăмăкĕсемпе шăллĕсене пăхнă. Унăн виçĕ пĕр тăванĕ вăрçă синкерлĕхне чăтаймасăр вилнĕ. Аслă пиччĕшĕ Зеретдин 1942 çулта вăрçа тухса кайнă, 1943 çулта хыпарсăр çухалнă.
Назиря аппа ялти шкулта пилĕк класс пĕтернĕ, малалла вĕренме май пулман. Вăрçă хыççăн Мускав облаçĕнче торф кăларнă çĕрте вăй хурать, кайран тăван ялне _ Шăнкăртама _ таврăнать. Кỹршĕ яла, Кзыл-Камыша, хăйĕн тăванĕсем патне тăтăшах çỹренĕ пулнă, шăп çакăнта паллашаççĕ те пулас мăшăрсем. "Качча кайма шутламан та эпĕ, Небиулла амăшĕпе хамăн аппа ỹкĕте кĕртрĕç. Патвар та ĕçчен каччăпа пĕрлешнишĕн пĕрре те ỹкĕнмерĕм, 30 тултарсан анчах качча кайрăм пулсан та пурне те курма ĕлкĕртĕм", _ тет вăл.
Небиулла Сабирзяновичăн алли ылтăн, кирек хăш ĕçре те маттур. Мĕн пĕчĕкрен ĕç енне туртăннă. Ашшĕне "кулак" тесе тытса кайса персе вĕлернĕ хыççăн аппăшĕпе иккĕшне амăшĕ пĕчченех ỹстернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче ытти çынсемпе пĕрлех тылра тăрăшнă, выçă пулнипе вăрмантан тĕрлĕ курăк пуçтарса çини те пулнă. Небиулла абый 40 çул ытла Жданов ячĕпе хисепленекен колхозра вăй хунă, тĕрлĕ наградăна тивĕçнĕ. 79ти аксакал халĕ те ларса тăмасть, кинĕпе ывăлне картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхма пулăшать, пĕчĕк мăнукĕсене астăвать.
Небиулла Сабирзяновичпа Назиря Низаметдиновна Масяевсем 5 ача çуратса çитĕнтернĕ, 17 мăнук вĕсен. Мăшăрсем вăрçăнса пурăнман, ялан пурнăçа лайăхлатас, ачисене тĕрĕс-тĕкел ỹстерсе çитĕнтерес тесе тăрăшни куç умĕнче.
Аслă ывăлĕ Рауф Оренбург облаçĕнчи Бузулук хулинче индустрипе педагогика техникумĕнче вĕренсе специальноç илнĕ, çемйипе Патăрьелĕнче пурăнать, афганец. Рамиле хĕрĕ те медсестрара вăй хунă, халĕ тивĕçлĕ канура. Мукатес ялта тĕпленнĕ, нумай ачаллă атте вăл, çул тунă çĕртре тăрăшать.
Гельфися _ Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăра вăй хурать, Шăнкăртамра пурăнать. Масяевсен кĕçĕн ывăлĕ Ринат _ тĕп килте. Тетĕш пекех Бузулукра вĕреннĕскер, таврари паллă кăмакаçă вăл. Гельфия мăшăрĕпе 4 ача ỹстереççĕ, ваттисемпе шăкăлтатса килĕштерсе пурăнаççĕ. Унтан пахи вара çĕр çинче нимĕн те çук.
Н. МАЗЯКОВА
Хаклё ентеш.м.рсем
Сире Пӗтӗмтӗнчериҫемьекунӗячӗпечун-чӗреренсаламлатӑп!Ҫакпаллӑуявҫемьенпӗлтерӗшӗпехаклӑхне, вӑлобществӑнпахарантапахапайӗпулнинепалӑртать.
«Патшалӑхвӑл–пысӑкҫемье, ҫемьевара–юратувӑйӗхӑватпарсатӑраканпӗчӗкпатшалӑх», –пӗлтеретхалӑхӑсӗ. Юрату, пӗр-пӗриншӗнтӑрӑшни, пӗрне-пӗрихисеплени, шанни, ӑнланмататакаҫармапӗлни–ҫакпитехтепӗлтерӗшлӗпахаенсемҫирӗптетуслӑҫемьери хутшӑнусенейӗркелеҫҫӗ. Ҫирӗпҫемье–сывӑобществӑн, ЧӑвашЕнпеРаҫҫейӗнтелейлӗпуласлӑхӗншанчӑклӑникӗсӗ.
ЧӑвашРеспубликинчеҫемьеенӗпетытсапыраканпатшалӑхполитикиҫемьеинститутнеҫирӗплетессине, ачаамӑшӗпеачалӑхапулӑшассине, нумайачаллӑҫемьесене социаллӑхӳтлӗхпарассинепысӑквырӑнахурать. Республикӑнамӑшӗнкапиталнетӳлетпӗр, виҫҫӗмӗшеунхыҫҫӑнхиачасемшӗнвӗсемвиҫӗҫулаҫитичченкашниуйӑхрапособипаратпӑр, нумайачаллӑҫемьесенеҫӗрлаптӑкӗсемпетӳлевсӗртивӗҫтеретпӗр.
Медицина тата вӗренӳенӗпепараканпулӑшуӗҫӗсенпахалӑхӗлайӑхланать. Юлашкиҫулсенчереспубликӑра 43 ачасачӗхутакайнӑ, шкулҫулнеҫитменачасемваллиҫирӗмпинҫурӑытлавырӑнйӗркеленӗ. Шкулчченхивӗренӳучрежденийӗсенеҫӳремечеретретӑраканикӗҫултанаслӑрах мӗнпурачаваллиҫӗнӗвӗренӳҫулӗтӗлнеасӑннӑпӗлӳҫурчӗсенчевырӑнсемхатӗрпулӗҫ.
ПирӗнпӗрлехиӗҫӗмӗрӗнырӑкӑтартӑвӗсенепулаЧӑвашЕнренумайачаллӑҫемьесеншучӗ 25 процентчухлӗӳсрӗтатахалӑхйышӗхӑйтӗллӗнӳссепынивиҫӗҫулхушшишанчӑклӑн палӑрать.
Ҫамрӑксемшӗн лайӑхтӗслӗхпулсаҫемьевучахӗнҫулӑмневуншарҫулхушшитиптерлӗнсыхласаупраканмӗнпурҫынначунтантавтӑватӑп. Кашникилтеяланахтӑнӑҫлӑхпакилӗшӳхуҫалантӑр, ачасенянравлӑкуллиилтӗнсетӑтӑр!
Сире юратупа чун хавалӗ, ырӑшанчӑктатапӗр-пӗрнеӑнланма, телейпеырлӑхсунатӑп!
ЧӑвашРеспубликин Пуҫлӑхӗ М. Игнатьев
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)