16 мая 2015 г.
Республикăри Вĕрентỹпе çамрăксен политикин министрĕ В. Н. ИВАНОВ
_ Халăха вĕрентес ĕç _ Патшалăхăн приоритетлă тĕллевĕсенчен пĕри. Аса илтерем: юлашки çулсенче вĕрентỹ ĕçне аталантарас ĕçе укçа уйăрасси палăрмаллах ỹсрĕ. 2009 çулхипе танлаштарсан, бюджет 1,8 хут ỹс-нĕ, пĕлтĕр 14,9 миллиард тенкĕпе танлашнă.
Ку тĕлĕшпе республикăра туса ирттерекен ĕçсене Раççей Федерацийĕн Вĕрентỹпе наука министерствин министрĕ Д. Ливанов та пысăк хак панă. Вăл палăртнă тăрăх, Чăваш Ен _ регионсем хушшинче чи лайăххисенчен пĕри. Кунта, паллах, Чăваш Республикин Ертỹçин тỹпи те пысăк.
Д. Ливанов каланă тăрăх, пирĕн республикăра шкул çулне çитмен ачасене хушма вырăнсем туса парас тĕлĕшпе йышăннă федераци программине пурнăçлас енĕпе те ăнăçлă ĕçлеççĕ. Юлашки 4 çулта кăна, тĕслĕхрен, 19,6 пин хушма вырăн хатĕрленĕ. 6,5 пин вырăнĕ _ çĕнĕрен хута янă ача сачĕсенче. Çак ĕçсене пурнăçлама виçĕ миллиард тенкĕ ытла уйăрнă.
Шкул çулне çитмен ачасене пĕлỹ парас ĕçе тĕпе хурса, модернизаципе килĕшỹллĕн, районта виçĕ çултан аслăраххисене ача сачĕсене вырнаçтарнă.
2014 çулта "Единая Россия" партин социаллă проектне пурнăçласа Чăваш Енре 40 спорт залне юсанă, урамсенче икĕ спорт сооруженине йĕркеленĕ, вăл шутран виççĕшне _ Первомайскинчи, Турханти, Нăрваш Шăхалĕнчи шкулсенче.
Кăçал, Республика Раççейри конкурсра çĕнтернĕ май, ялсенчи тата 29 шкулти спорт залĕсене тĕпрен юсама палăртнă. Вăл шутра Аслă Чеменпе Туçари вăтам шкулсенчине те.
Турханти "Çеçпĕл" ача садне юсама та курăмлă укçа уйăрнă.
Шкул ачисем республика шайĕнчи предмет олимпиадисенче лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Физкультурăпа тата ОБЖпа кăна малти 8 вырăна çĕнсе илчĕç.
Спортăн тĕрлĕ енлĕ ăмăртăвĕсенче савăнтараççĕ. Республикăри "Кĕрешỹ" наци тупăшăвĕнче, фитнес-аэробикăра, ирĕклĕ майпа кĕрешессипе, армспортра призерсем пулчĕç.
Районăн пĕрлештернĕ çамрăк хоккеистсен команди "Ылтăн шайба" ăмăртăвĕнче çĕнтерсе пăхăр медальлĕ пулчĕ.
Тĕрлĕ мероприятипе акцисене асăнса та пĕтереймĕн: "Ăрусен астăвăм эстафети", шкулсен музейĕсен фестивалĕ, республикăри тĕрлĕ шайри конкурс... Чи пĕлтерĕшли _ çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок" вăййисем. Финалти ăмăртусене ку енĕпе Патăрьелĕнче ирттересси йăлана кĕчĕ. Шкулсенче çарпа патриот клубĕсем, 3 кадет класĕ пур.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)