20 мая 2015 г.
Ç У уйăхĕн малтанхи кунĕсем пире самай шăрăхпа савăнтарчĕç темелле. Çанталăка сăнакансем ĕнентернĕ тăрăх, юлашки кунсенчи сулхăн çанталăкпа çумăрĕ те вăраха тăсăлмалла мар. Урăхла каласан хĕрỹ хĕвелтен ăш хыпмалли саманчĕсен малашĕ темелле. Шăпах çак вăхăтра пирĕн пурин те пушар тухас хăрушлăхран сыхланма тивет те. Пĕлтерĕшлĕ ыйту çине пỹрне витĕр çеç пăхни вара инкек патне те, пысăк тăкак, çухату патне те илсе пыма пултарать. Акă, çак кунсенче çеç Тутар Сăкăтĕнче ачасем шăрпăкпа вылянă пирки Валеевсен кил-çурчĕ туххăмрах кĕл купине çаврăннă. Çемьере никам та пулман: амăшĕ Мускава ĕçлеме кайнă, ывăлĕ _ çар хĕсметĕнче. Çитменнине тата çурт-йĕрне инкек-синкекрен те страхламан.
Тепĕр темиçе кунтан ачасем вăрăм каникулта пулĕç. Çавăнпа та аслисен çак вăхăтра вĕсене тимлĕх уйăрасси пирки халех шухăшламалла, шăпăрлансене хăйсем тĕллĕн пăрахса хăвармалла мар.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)