АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕне курмана _ качака _ качака…

20 мая 2015 г.

Е тата çак шухăша малалла тăсса, куриччен курманни тесе калас килет. Сăмахăма çичĕ юта укçа тума тухса каякан хастарсем (çаплах калас килет) пирки пуçарасшăн. Арçынсем пирки те мар-ха, хĕрарăмсем, ача амăшĕсем пирки. Нуша, çити-çитми пурнăç-ши ку е тата мĕн пуррипе çырлахма пĕлменни темелле-ши? Юлашки вăхăтра çемье илемĕ, çемье тыткăчи шутланакан чиперккесем тытаççĕ те мăшăрне, ачи-пăчине, выльăх-чĕрлĕхне пăхмасăрах Мускав евĕр пысăк хуласене тухса каяççĕ. Унчченсенче шабашкăра арçынсен ячĕсене çеç илтме пулатчĕ-ха, халĕ вара...

Çак кунсенче манăн çывăх пĕлĕшĕм те хăйĕн кутамккине çакса инçе çултан таврăнчĕ. Ай-ай тунсăхланă иккен мăнтарăн хĕрарăмĕ кил вучахĕшĕн. Пурнăçĕнче пĕрремĕш хут çак тĕллевпе инçе çула тухни унăн чĕрине вырнаçнă пулас. Ют çынсен хушшинче ĕçленĕскерĕн, çăварĕ те "пиçнĕ" курăнать. Ахальтен мар "Мускав вăл _ пирĕн Патăрьел", _ терĕ. Çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен пуçтарăннă калăмçăсем кăшкăрмасăр, намăс сăмахсемпе вăрçăнмасăр калаçма та пĕлмеççĕ тейĕн. Кирлĕ пулсан çавăнтах пĕр-пĕрне кăкăртан та ярса илеççĕ иккен. Пĕр юлташ теприне ăмсанни, кĕвĕçни те çавăнтах. Урăхла каласан, çак хĕрарăм та тарăхнă чухне уйăхсерен почтальонка алăка шаккаса парса хăваракан пенсипех çырлахса пурăнма хăй ăшĕнче мĕн чухлĕ шутламан-ши? Вăт тухса кай таçти юта! Ĕç алла çыпăçмасть тенĕ-ши? Ахальтен мар ĕнтĕ пĕрремĕш шапаш укçине алла илсен унăн хăй сисмесĕрех куççулĕ те пăчăртанса тухнă иккен...

Ку чухне чăнах та вырăнсенче ĕлĕкхи евĕр цехсем те кĕрлесе лармаççĕ, хуçалăхсенче те ĕçĕ сахалланчĕ, предприятийĕсем те сайралчĕç. Çапах та ман шутпа хĕрарăмăн вăрăм укçа шыраса Мускава çитиччен кайса çакнашкал киревсĕр коллективсене çакланмалла мар. Вăл кил-тĕрешре тирпей-илем тунине, ачасене воспитани панине, хăйĕн çывăх та шанчăклă юлташĕсемпе çеç çыхăну тытнине нимĕн те çитмест. Çавăн пек пултăр тесен вара чăнах та вырăнта шанчăклă ĕç кирлĕ.

Н. МАЗЯКОВА, хаçатăн тĕп редакторĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика