20 мая 2015 г.
Çапла палăртнă Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев майăн 18-мĕшĕнче Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура.
Канашлура ЧР Министрсен Кабинечĕн çумĕн - ял хуçалăх министрĕн Сергей Павловăн отчетне итленĕ. Асăннă кун тĕлне республикăри хуçалăхсемпе фермер хуçалăхĕсенче палăртнин 92 процентне пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акса хăварнă. Вăл шутра Патăрьел, Комсомольски, Елчĕк районĕсенче çак ĕçе вĕçленĕ.
Республикипе 5,1 гектар (планпа пăхнинчен 41,6 процент) çĕрулми лартнă. Сăмах май каласан, пирĕн районта ăна 85,7 процент пурнăçланă.
Канашлура Республика Пуçлăхĕ суя ĕçсĕрлĕх, ултавлă та тĕксĕм çул-йĕрпе илекен шалу пирки те ыйтăва çивĕчлетнĕ. Тĕпрен илсен çак тата ытти ыйтусене район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов черетлĕ планеркăра хускатре
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)