АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Налук, çул-йĕр, вут-кăвар

20 мая 2015 г.

Район администрацийĕн структура подразделенийĕсен ертỹçисемпе, ял тăрăх пуçлăхĕсемпе ирттернĕ черетлĕ канашлĕвĕнче тĕпрен илсен кашни отрасльшĕн яваплă çынсем иртнĕ эрнери ĕç-хĕле пĕтĕмлетсе калаçрĕç: ял хуçалăхĕпе вĕрентỹ, ЗАГС пайĕпе районти социаллă хỹтлĕх пайĕ, тĕп больницăпа библиотека ертỹçисем тата ыттисем те. Чĕрĕ калаçу евĕр йĕркеленĕ канашлура район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов кашни темăпах ыйтусене çивĕчлетсе, чи пĕлтерĕшлисене палăртса тата уйăрса пычĕ. Çакă вара ертỹçĕсем умне çивĕч задача лартрĕ.

Чăн малтанах Николай Иванович районăн паянхи пурнăçĕпе кĕскен паллаштарчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен Юхмапа Пăла тăрăхĕнче кашни кунах мĕнле те пулин ырă улшăну, мероприяти, пĕлтерĕшлĕ пулăм пулни кăмăллă. Ку вăл влаç органĕн ĕçĕн результачĕ темелле. Çапах та калаçура ĕç çине критикăлла пăхни, ĕçлесе çитерейменнине çивĕчлетни, кризис вăй илсе пынă тапхăрта конкретлă задачăсем лартни залра ларакансене шухăшлаттарчех-тĕр. Тухса калакансем хыççăн ытти темăсемпе юнашарах çуралнă тĕп проблемăсенчен пĕри налук, çул-йĕр тата пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕ пулчĕ. Район администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ С. Чернова ку таранчченхи финанс лару-тăрăвĕ, налуксем пуçтарăннă пирки отчет тунă хыççăн вара кашни ял тăрăх пуçлăхĕ тепĕр куннех çанă тавăрса ĕçе пикенмелле пек. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан пирĕн районта налукран кĕрекен тупăш çăл куçĕ самай хавшанă. Çĕр налукĕнчен çеç 609 пин тенкĕ "сывлăшра" çакăнса тăрать. Вырăнсенче, çавăн пекех тĕрлĕ харпăрлăх формиллĕ организацисенче те çулталăк вĕçлениччен ĕçе тирпейлемелли, йывăрлăхран тухас тĕллевпе пурнăçламалли задачăсем сахал мар.

Пĕтĕмлетỹ сăмахĕнче Николай Иванович налук ыйтăвĕпе пĕрлех вырăнсенчи çулсене, урамсенчи çутă юписене çĕнетес ыйтусемпе те вăхăтра тата кирлĕ пек ĕçлесе пымаллине каларĕ. Çывăх вăхăтра çанталăк ăшăтса пынине кура, планеркăра пушар хăрушсăрлăх ыйтăвĕпе витĕмлĕрех, конкретлăрах ĕçлемеллине те çивĕчлетрĕç. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта тимлĕхе ỹстермелли сăлтавĕ те пысăк: çулталăк пуçланнăранпа 19 хутчен пушар пулнă. Кăтарту иртнĕ çулхинчен чылай ытларах.

А. ЕГОРОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика