20 мая 2015 г.
Çу уйăхĕн18-23-мĕшĕсенче Шупашкарта сахал йышлă халăхсен хушшинчи саккăрмĕш кинофестиваль иртет.
Кăçал та, иртнĕ çулхи пекех, конкурс икĕ программăпа пулать: наци киностудийĕсен тата илемлĕ фильмсен конкурсĕсем.
Шупашкар çыннисемпе унăн хăнисем Раççей фильмĕсемсĕр пуçне Финляндире, Хорватире тата Казахстанра ỹкернĕ картинăсемпе паллашма пултараççĕ.
Раççейре Литература, Чăваш Енре Константин Васильевич Иванов çулталăкĕсем иртнине шута илсе программăра классиксен произведенийĕсемпе лартнă лентăсене кăтартĕç. Аслă Çĕнтерĕвĕн юбилей çулталăкĕнче вăрçă темипе ỹкернĕ фильмсем те йышлă пулĕç. Ачасем валли ỹкернисем те чылай.
Фестиваль хăнисем Етĕрне, Пăрачкав, Красноармейски районĕсене çитсе курĕç, ял халăхĕпе паллашĕç, çамрăксем валли ăсталăх класĕсем ирттерĕç.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)