20 мая 2015 г.
Апатланни çынна вăй-хал кĕртет, аталанма пулăшать. Сывлăхлă пуласси те унпах çыхăннă. Анчах мĕн ĕçсе, мĕн çимеллине те пĕлмелле. Хăш-пĕр апат чире пуçарма пулăшать, тепри вара пачах кун-çула малалла тăсать. Юнра холестерин ỹсни, ытларах ỹт хушни, кариес, диабет, гипертони... тĕрĕс мар апатланнипе те пулма пултараççĕ.
Апата пĕлсе çисен, сывă пурнăç йĕркине тытса пырсан, стреслă лару-тăрăва кĕрсе ỹкмесен, пирус туртмасан хăш-пĕр чирсенчен хăтăлма та пулать. Ỹт-пỹ, кĕлетке илĕртỹлли çамрăкрах курăнма, вăр-вар хускалма та май парать ĕнтĕ.
Мĕн-ха вăл тĕрĕс апатланни? Рационра тĕрлĕ апат-çимĕç пулмалла, йỹнĕ те, тутлă та, усăллă та пултăр. Хатĕрленĕ чухне пахалăхне ан çухаттăр.
Апата çиес умĕн çеç пĕçермелле. Е усă куриччен вăл 3 сехетрен ытла ан лартăр. Унсăрăн унта пăсăлма май паракан микроорганизмсем ĕрчеме пуçлаççĕ. Холодильникра ларнă яшкана та ăшăтса çиме сĕнмеççĕ. Унта усăллă япаласем сыхланса юлмаççĕ. Вăл апат хуранне, пыршăлăха, юн тымарĕсене, пĕвере майĕпен сиенлеме пултарать. Вăй-хала чакарать. Кăмăл-туйăма та урăхлатма пултарать вăл. Юлхав пусать, тỹрккеслĕх аталанать, ыйхă килет, вăйпа е ăс-тăнпа вăй хуракан ĕç тухăçлăхĕ чакать.
Ытларахăшĕ ирпе, кăнтăрла углеводлă, каçхине вара белоклă апатсем çиме тăрăшаççĕ. Çыншăн улма-çырла, пахча-çимĕç, тымар çимĕç, пучахлă тата бобы йышшисем, мăйăр, хĕвел çаврăнăш, пыл, курăксем, кăмпа, амăшĕн сĕчĕ, кайăксен çăмарти усăллă. Вĕсенчен чылайăшне (50-75 процент) чĕрĕлле çимелле теççĕ. Ун пек чухне витаминсем, минераллă япаласем, ферментсем упранса юлаççĕ.
Вĕри е пĕçерекен, ытлашши сивĕ апата та çиме сĕнмеççĕ. Сывлăха упрас тесен маларах шĕвек çимĕçе, каярахпа хыттине, чĕрĕ апата, унтан пĕçернине ăша ямалла. Пылаккине чи малтан тутанмалла. Çуллă апата юлашкине хăвармалла. Выç варла эрех ĕçме те, йывăр апатсене те ăша яма юрамасть.
Этем шĕвексĕр пурăнаймасть. Шăрăх кун е çуллăрах, типĕрех апат çисен ăна организм ытларах ыйтать. Çитĕннĕ çыннăн 2 литртан кая мар шĕвек ĕçмелле. Пĕр апатпа теприн хушши 3-4 сехетрен кая мар пулмалла.
Усăллă апата кирлĕ чухлĕ çини сывлăха çирĕплетме пулăшатех.
Е. ТИБАЙКИНА, районти гигиенăпа эпидемиологи центрĕн пĕтĕмĕшле гигиена врачĕн пулăшуçи
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)