20 мая 2015 г.
Çĕр çинче професси нумай. Тракторист, машинист, инженер, врач, учитель, юрист, экономист... Пурте паянхи кун кирлĕскерсем. Пурнăç тата çĕннисене те вĕренсе алла илме ыйтать: менеджер, дизайнер, копирайтер, вебмастер, риелтор, декларант... Экономикăна тĕреклетес ĕçре кирек хăш предприятипе организацинче те кадрсем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Предпринимательлĕх е фермер хуçалăхĕ йĕркелесен те çавах. Хут ĕçне пĕлни кунта та кирлĕ. Апла пулсан ачаран шкулта тăрăшса вĕренмелле. Çамрăкла вĕренни чул çинче тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.
Шкулсенчи тăххăрмĕш тата вун пĕрмĕш классене çỹрекенсен вара умра хĕрỹ вăхăт. Вĕсене тĕрĕслев экзаменĕсем кĕтеççĕ. Ун хыççăн малалла вĕренме каяс шутлисем шăпах çỹлерех асăннă е тата ытти специальноçсене алла илме аслă шкулсен, техникумсен, училищĕсен çулĕсене такăрлатма пуçлĕç. Кам пулмалла-ха ỹссен? Çак ыйту чылайăшне канăç памасть.
Ялсенче дипломлă специалистсем, анлă тавракурăмлă ĕç кадрĕсем çитменни куç кĕретех. Пĕр тĕслĕх çеç илсе кăтартам. Пĕр вăхăт килти хушма хуçалăхсенче ĕне тытакансем сайралнăччĕ. Халĕ выльăхсен шучĕ ỹссех пырать. Сăвăнаканнисене виçшер, тăватшар, пилĕкшер тытакансем те пур. Паянхи куна районти мĕн пур категориллĕ хуçалăхсенче 7829 ĕне, вĕсенчен 1449-шĕ _ ял хуçалăх предприятийĕсенче шутланса тăрать. Анчах районти тĕп ветеринари врачĕ П. Ефимов палăртнă тăрăх, выльăх-чĕрлĕх патĕнче ĕçлекен тухтăрсем çитмеççĕ-мĕн. Халиччен пуррисем тивĕçлĕ канăва кайса пыраççĕ. Аслисене улăштаракан кадрсем çукпа пĕрех. Çакна Туçари ветеринари участокĕнчи В. Быков специалист та уççăн çирĕплетет. Чирленĕ выльăхсене сыватма кỹршĕ ялсене тухса çỹреме тивни канăçсăрлантарать ăна та.
Юлашки вăхăтра вăтам шкултан вĕренсе тухакан каччăсемпе хĕрсем ялсене зоотехник, агроном специальноçне илсе таврăнакан çукпа пĕрех. Шăпах çăкăр çиме май паракан профессисем-çке вĕсем. Вĕренме кĕме те конкурс пысăк мар теççĕ. Яла таврăнсан пĕчĕк бизнеса пуçăнмалли фермер хуçалăхĕ йĕркелеме те пулать. Çĕр ĕçĕнче пĕрин ĕç опытне тепри те усă курма пултарать. Выльăх-чĕрлĕх патĕнче апла мар-çке. Пĕр вăхăтра алла аттестат илнисем ытларахăшĕ юрист пулас ĕмĕтлĕччĕ. Çакă чылайăшĕнче сĕврĕлчĕ. Мĕн калама пулать-ха шухăша пĕтĕмлетсе. Ял енне туртăнакан çамрăксене вырăнта тымар яма май паракан специальноçсем илсе каялла тăван килех таврăнма сĕнесшĕн.
А. АСТРАХАНЦЕВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)