АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăйлисенчен вăйлисем _ çĕнтерỹçĕсем

20 мая 2015 г.

Вăйăсене чыслă лару-тăрура уçрĕç. Çак ятпа çитĕнекен ăрăва район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, унăн çумĕ _ вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕн начальникĕ В. Осипов, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов, кỹршĕллĕ ял тăрăхĕсен ертỹçисем, Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен çар комиссариачĕн пайĕн ертỹçин тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçласа пыракан П. Иванов тата ыттисем саламларĕç. "Вăйăсене хутшăнакансен йышĕ çулран-çул хушăнсах пырать. Палаткăсен "хули", кăвайт умĕнчи юрăсем, çĕнĕ юлташсем, конкурссем, ăмăртусем, уçă сывлăшра апатланни... пурте хăй вăхăтĕнче илĕртỹллĕ. Кунти ăмăртусене хутшăнма вĕренỹ çулĕ пуçламăшĕнченпех кĕтетĕр-çке", _ терĕ Н. Глухов.

Мероприяти тĕллевĕ улшăнмасть: ачасене патриотла воспитани парасси, çар службине хатĕрлесси, сывă пурнăç йĕркине тĕпе хурасси. Çакăн пирки Улатăрпа Пăрачкав епархийĕн епископĕ, Феодор Владыка, Первомайскинчи чиркỹ настоятелĕ С. Пегасов тата Карапай Шăмăршăри Г. Хитров протоиерейсем те çирĕплетрĕç.

Владыка хăй те, вăхăтĕнче çар службинче тăнăскер, çамрăк армеецсен пурнăçĕпе киленсех паллашрĕ, ăнăçусем сунса пил пачĕ.

Çамрăксен парламенчĕпе "Единая Россия" партин членĕсем те вăйăсенчен айккине юлмарĕç.

14 конкурс витĕр тухмалла пулчĕ "Зарницăпа" "Орленока" хутшăнакансен. Хăшĕсем маларах та иртрĕç. Шывра ишессипе "Паттăр" физкультурăпа спорт комплексĕнче ăмăртрĕç. Икĕ куна пынă конкурсра 100 метрлă дистанцие Первомайскинчи ("Орленок") тата Патăрьелĕнчи пĕрремĕш ("Зарница") вăтам шкулсен командисем парăнтарчĕç. Иккĕмĕш вырăнта Патăрьелĕнчи иккĕмĕш тата Пăлапуç Пашьелĕнчи шкулсенче вĕренекенсем пулчĕç. Виççĕмĕшне Аслă Чеменпе Туçа вăтам шкулĕсен ачисем тухрĕç.

Ытти конкурссем вара уçланкăра иртрĕç. Хăйсемпе паллаштарассипе Аслă Чементи ("Орленок") тата Пăлапуç Пашьелĕнчи командăсем палăрчĕç...

Кăвайт çинче пĕçернĕ салтак апачĕ, каçсерен йĕркеленĕ дискотекăсемпе вăйăсем пурин кăмăлне те кайрĕç. Хăш-пĕрисен çакăнтан пурнăçне çар ĕçĕпе çыхăнтарас шухăшĕсем те çуралчĕç.

"Орленоксем" хушшинче Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди пĕрремĕш, Первомайскисем _ иккĕмĕш, Туçасем виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕç.

"Зарницăсенчен" вара Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкул команди пĕрремĕш, Пăлапуç Пашьелĕнчи _ иккĕмĕш, Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкул команди виççĕмĕш вырăнсене тухрĕç.

Çĕнтерỹçĕ командăсен (Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен) район чысне республикăри ăмăртусенче хỹтĕлес пулать. Вĕсене ăнăçусем сунатпăр. Кунта çакна палăртма та кăмăллă. Республикăри тупăшусем виççĕмĕш çул пирĕн районта иртеççĕ. Ăсталăх пурах çитĕнекен ăрăвăн. Унта хутшăнса ытти çулсенче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулăн икĕ тата агропроомышленность техникумĕн командисем çĕнтерỹçĕсем тата призерсем пулнăччĕ.

2013 çулта Патăрьелĕнчи пĕрремĕш тата иккĕмĕш вăтам шкулсен, професси училищин командисем каллех çитĕнỹсемпе савăнтарнăччĕ. Патăрьелĕнчи иккĕмĕш вăтам шкулта вĕренекенсем вара республика чысне хỹтĕлеме Оренбург облаçне кайнăччĕ.

Çĕнтерỹçĕ командăсемпе призерсем хисеп грамотисене тивĕç пулчĕç.

Турхан ял тăрăхĕнчи "Кив çурт" уçланкăра майăн 13-16-мĕшĕсенче "Зарница" тата "Орленок" вăйăсен районти финалти ăмăртăвĕсем иртрĕç. Кăçалхипе вăл 47-мĕш хут пулчĕ. Унта 20 команда хутшăнчĕ. 300 ытла вĕренекен уçланкăри палаткăсене вырнаçса çут çанталăк илемĕпе киленчĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика