АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Нарспие" пĕлмен çын çук

20 мая 2015 г.

К. Ивановăн культура эткерлĕхĕн тĕнче шайĕнчи пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Çавна тĕпе хурса тата Раççейри Литература, Чăваш Республикинчи Константин Васильевичăн çулталăкĕсене халалласа районти централизациленĕ библиотека системинче "Константин Иванова пĕрле вулатпăр" акци иртрĕ. Ăна поэт çуралнă кун (кивĕ стильпе) йĕркелени те кăмăллă пулчĕ. Кунĕ те хĕвеллĕ тăчĕ.

Акцие библиотека ĕçĕн ветеранĕ Н. Козлова уçса "Нарспи" поэмăна чăвашла вулама пуçларĕ. Т. Полякова вара унăн сыпăкĕсене вырăсла малалла тăсрĕ.

Район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ М. Калмыковпа педагогика ĕçĕн ветеранĕ Р. Сафиуллов поэмăна тутарла вуларĕç.

Наци тумĕсемлĕ библиотекарьсем (мероприяти урамра пынăран) иртсе каякансене те куç "хывтарчĕç". Чылайăшĕ чарăнса поэмăна чăвашла, вырăсла, тутарла вулама кăмăл турĕ.

К. Ивановăн "Нарспи" поэми ытларахăшĕн килĕсенче те пур иккен. Ишлĕри майăн 6-мĕшĕнче 77 çул тултарнă Ф. Никитина пĕр такăнмасăр куççуль витĕр пĕр сыпăкне вуласа пачĕ. А. Михайлов предприниматель те чун валли мероприяти ирттерекенсене ырларĕ. "Россельхозбанк" ĕçченĕ В. Петров, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А. Сымов, Е. Матвеева, Е. Медведева ача амăшĕсем, Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти Н. Путякова, Л. Сорокина, В. Федорова, Л. Максимова вĕрентекенсем тата ыттисем те произведени паянхи кун та вилĕмсĕр пулнине çирĕплетрĕç.

Акцие 62 çын хутшăнчĕ.

Н. ВАСИЛЬЕВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика