23 мая 2015 г.
Иртнĕ шăмат кун "Хĕвеллĕ" уçланкăра лаша спортĕн-че чылай çул палăрнă ашшĕсене _ Егор Краснова, Алексей Пыркина, Антон Каргина _ асра тытса тата хисеплесе ывăлĕсем юрха лашасен (рысистый) ăмăртăвне йĕркелесе çуллахи сезона уçнă. Унта вун тăхăр рысак хутшăннă. Урхамахсем Чăваш Енпе Чĕмпĕр облаçĕнчен те пулнă. Ăмăртура пирĕн опытлă наездниксем _ А. Краснов, А. Пыркин, В. Павлов, А. Хамбиков, С. Кузьмичев, В. Федоров, П. Сидоров хăйсен вăхăчĕсене çĕнетсе лайăх результат кăтартнă. Спортсменсем Акатуйччен вăхăт пуррипе усă курса хăйсен урхамахĕсемпе тата ĕçлеме пултараççĕ-ха.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)