23 мая 2015 г.
Ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсем пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акса пĕтерчĕç. Çумăрĕ те акни-лартни шăттăр тесех пуль аванах çурĕ. Çанталăк ăшăтса ярсан пурте чăшăл! çеç тухĕç. Яваплă тапхăр пирĕн районта мĕнлерех иртсе кайни пирки район администрацийĕн ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕпе М. Калмыковпа калаçрăмăр.
_ Кăçал тыр-пул 15159 гектар е палăртнинчен 100,3 процент никĕсе хыврăмăр. Çавăн пекех 398 гектар нумай çул ỹсекен курăксене, сахăр кăшманĕ _ 300, хĕвел çаврăнăшне вăрлăх валли _ 272, выльăх апачĕлĕх куккурус _ 198, сухан вăрлăхĕ _ 125, пахча çимĕç 21 гектар акнă. Хальхи вăхăтра хуçалăхсенчи тракторсене çĕр улми хирĕнче курма пулать. "Иккĕмĕш çăкăр" уйĕ 85,7 процент тулнă. "Батыревский" пĕрлешỹре ăна 240 гектар лартнă, йăрансене хăпартма та пикеннĕ. Ĕнерхи куна "Красное знамя" хуçалăхăн _ 140 тата "Исток" агрофирмăн 180 гектар йышăнать.
Кăçал 16530 гектар кĕрхи çĕртмене, 4938 гектар нумай çул ỹсекен курăксене сỹреленĕ. Нумай çул ỹсекен курăксене 1480 гектар, кĕрхи культурăсене 3876 гектар апатлантарнă.
_ Акана кĕске вăхăтра тата пахалăхлă ирттересси техникăран нумай килет. Мансур Минивелиевич, çакăн пирки пĕтĕмлетсе мĕн калама пултаратăр?
_ Техника юсавсăррипе е çунтармалли-сĕрмелли материал çуккипе пĕр трактор-машина та çур акинче ахаль ларман. Çĕмрĕлнисене сиплеме юсав пайĕсем çителĕклĕрен чăрмавсем те пулман. Вырăнтах хăвăртрах юсаса хире кăларнă. Акана 267 трактор, 92 акапуç, 105 культиватор хутшăнчĕç. Çулталăк пуçланнăранпа дизель топливи _ 7294 центнер, бензин 1577 центнер хатĕрленĕ. Вăл паяна 3864 тата 319 центнер пур.
_ Паян ял хуçалăх предприятийĕсене патшалăх пулăшăвĕсĕр аталанса пыма çăмăлах мар. Яваплă тапхăра ирттерсе яма АПК-сем кредитсем илчĕç-и?
_ Районти ял хуçалăх предприятийĕсенчен нумайăшĕ кĕске вăхăтлăха паракан кредитсемпе усă курнă. "Первомайск", "Исток", "Шанс", "Труд", "Батыревский", "Малалла", "Звезда" хуçалăхсем тата улма-çырла питомникĕ çунтармалли-сĕрмел- ли материал, вăрлăх, минераллă удобрени, ỹсен- тăрана хỹтĕлекен препаратсем, юсав пайĕсем туянма "Россельхозбанкран" тата "Сбербанкран" кивçен укçа илнĕ. "Исток" агрофирмăна ĕне фермине реконструкцилеме 38122000 тенкĕ панă.
_ Мансур Минивелиевич, сĕт хакĕ пирки те сăмах хускатар-ха..
_ Сĕт хакĕ чылай çынна хумхантарать. Паян шурă шĕвеке 13-14 тенкĕпе кăна пухаççĕ. Хĕллехипе танлаштарсан вăл чылай йỹнелчĕ. Çулла заводсене продукци нумай килнĕрен те чакать вăл. Çавăн пекех халăхра сĕте шывпа хутăштарса сутни те, пахалăхĕ çукки те çакăнта витĕм кỹрет. Пĕр-пĕрне ăнланса ĕçлемелле, улталамалла мар, сутаканпа туянакансен килĕшỹ çырмалла тесшĕн эпĕ.
О. ПАВЛОВА
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)