АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçсĕррисен шучĕ сахалланать

23 мая 2015 г.

 Юлашки çулсенче районта ĕçсĕррисен шучĕ сахалланса пырать. Акă, пĕлтĕр майăн 1-мĕшĕ тĕлне пирĕн патра 104 çын шутра тăнă, кăçал вара _ 78. Майăн 20-мĕшĕ тĕлне 78 çын вăй хумалли вырăн тупса пама пулăшу ыйтнă. Çавăн пекех çулталăк пуçланнăранпа хальхи вăхăтчен ĕçпе тивĕçтерекен центра пынисенчен 83 процентне, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăррисен 44,4 процентне ĕç тупса панă. Икĕ алла усса çỹреме юратманнисем валли паяна 258 ваканси пур.

Ĕçпе тивĕçтерекен центртан пулăшу ыйтакансем сахалланни савăнтарать, çав вăхăтрах шухăшлаттараканни те пур. Ялсенче çынсем укçа тăвас тĕллевпе выльăх- чĕрлĕх йышлăрах тытма, пахча çимĕç ытларах лартса ỹстерме пуçларĕç. Çапла майпа çемье бюджетне пуянлатаççĕ, çурт-йĕр çавăраççĕ... Пĕр енчен _ аван, анчах çулсем аслăланнăçем кашнийĕ пенсие тухма ĕмĕтленет. Тивĕçлĕ канăва вăхăтра каяс тесен малашлăхра ĕç стажĕ 15 çултан кая кирлĕ мар. Ниçта та шутра тăманнисен ватăлсан мĕн тумалла? Шăпах çакăн пирки паянах шухăшламалла.

Г. АФАНАСЬЕВ, районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика