АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Курма кайма кăмăл пур

23 мая 2015 г.

Кăçалхи июнĕн 20-21-мĕшĕсенче Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртни савăнтарать те, хăпартлантарать те пире. Чăваш Енĕн ăста спортсменĕсем ку енĕпе те çук мар-çке. Ăмăртусене Европăри 12 çĕршыв команди килмелле. Вĕсем "Олимпийский" стадионта иртмелле. Тепĕр пулăм та савăнтарать. Курма кайма кирек кам та пултарать. Билечĕсене сутаççĕ. Раççей спортсменĕсене хавхалантарасчĕ-ха. Шăчăпа сикекен Чăваш Енри А. Сидорована курасчĕ.

Сывлăхлă та тĕреклĕ çын çеç спортсмен пулма пултарать. Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма вара ачасене эпир садикренех хăнăхтарма пуçăнатпăр. Кунсерен ирхине çитĕнекен ăру зарядкăна тăрать. С. Логунова, Р. Плечова, Е. Мулюкова тата И. Думилина воспитательсем ачасемпе ятарлă физкультура занятийĕсем те ирттереççĕ. Ял тăрăхĕнче, район шайĕнче пулакан кĕрхи кроссенчен пĕринчен те юлмастпăр. Гимнастика фестивалĕнче икĕ çул призерсен шутне кĕтĕмĕр. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" те пирĕнсĕр иртместех. Çи- тĕнекен ăрăвăн камран тĕслĕх илмелли пур. Историне юлакан чемпионат мĕнле иртни пирки та вĕсене каласа паратпăрах.

В. ТАБАКОВА, Кивĕ Ахпỹртри ача сачĕн заведующийĕ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика