АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçа хаклама та пĕлмелле

23 мая 2015 г.

 Майăн 20-мĕшĕнче информаци кунне хутшăннă республика представителĕсем халăхпа тĕл пулса калаçу пуçарнă чухне çак шухăша пĕрре мар çирĕплетрĕç. Республикăра ака-суха иртсе пынă тапхăрта йĕркеленĕ информаци кунĕн темисенчен пĕри çурхи уй-хир ĕçĕсен итогĕпе çыхăннă. Кун йĕркине лартнă ыйтусенчен республикăра ачасен, аслăрах çулхисен çуллахи канăвне кирлĕ пек йĕркелесси, вĕсен пушă вăхăтне усăллă ирттересси те çивĕччисенчен пĕри. Тĕп калаçу вара Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев "Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2014 çулхи ĕçĕ-хĕлĕ пирки" отчетри шухăшсене вырăнти халăх патне тĕрĕс те ăнланмалла илсе çитересси пирки пычĕ. Çавăн пекех информкуна хутшăннисем ытти хăш-пĕр ыйтусене те айккинче хăвармарĕç. Ку вăл _ республикăри лицензи илнĕ управляющи компанийĕсен ĕçĕ тата 2015 çулхи çуркуннехи _ çуллахи вăхăтра вырăнсенче пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси. Информушкăн вырăнти халăхпа тĕл пуличчен район активĕпе кун йĕркине лартнă ыйтусене сỹтсе яврĕ. Малтанах пухăннисене республикăри культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева Республикăри Министрсен Кабинечĕн иртнĕ çулхи ĕçĕ-хĕлне хак панине çирĕплетекен цифрăсемпе фактсене илсе кăтартрĕ. Кризис умĕнхи çулталăка республикăра начар мар кăтартусемпе вĕçлени куç умĕнче.

Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев лартнă тĕллевсене мĕнпур енĕпе пурнăçланă. Альбина Ивановна хăйĕн докладĕнче чăн малтанах пурне те кăсăклантаракан цифрăсене илсе кăтартрĕ. Акă, сăмахран, маларахри çулпа танлаштарсан, 2014 çулта учительсен шалăвĕ 5,6, тухтăрсен 6,5, культура ĕçченĕсен вара вăл маларах та ỹсменнине шута илсе 17,7 процент таран ỹснĕ. Правительствăн кăçалхи тĕп тĕллевĕ _ ĕç укçисене чакармасăр, çак шайрах тытса тăрасси. Тĕп докладчик танлаштаруллă ытти цифрăсене те илсе кăтартрĕ. Вăрçă участникĕсемпе тыл хастарĕсене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес тĕлĕшпе саккун вăя кĕнĕ хыççăн республикăра 5,5 пин вăрçă участникĕсемпе тыл хастарĕсене, салтак арăмĕсене хăтлă хваттерпе тивĕçтернĕ. Çемьере пилĕк е тата ытларах ача çитĕнтерекенсене, тăлăх ачасене патшалăх пысăк пулăшу парса çурт-йĕрлĕ туни те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн районта та программăсем ăнăçлă пурнăçланса пыраççĕ.

Республикăра "100 ФАП" ("100 фельдшерпа акушер пункчĕ") программа та туллин ĕçлет. Ку таранччен Чăваш Енте çакнашкал пунктсем 60 ялта хута кайнă. Çулталăк вĕçлениччен правительство хăйĕн умне лартнă тĕллевсене пурнăçланă хыççăн 2016 çулта ял клубĕсене çĕнетессипе ĕçлеме пикенни те кăмăллă. Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов çак çĕнĕлĕхе пурнăçа кĕртсе Юхмапа Пăла тăрăхĕнчи икĕ ялта культура вучахĕсене çĕнетес шухăша та пĕлтерчĕ. Республика кунĕ тĕлне вара пирĕн районти ытти хăш-пĕр строительство объекчĕсемпе пĕрлех Шăхачри ФАП хута кайĕ, пысăках мар ял халăхĕшĕн çакă пысăк парне пулĕ.

Пирĕн район та иртнĕ çулталăка начар мар кăтартусемпе вĕçлерĕ. Чылай енĕпе республикăра пилотлисен шутĕнче темелле. Уйрăмах строительство енĕпе ĕçсем кал-кал та ăнăçлă пыраççĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ çак хисеплĕ професси ĕçченĕсем паянхи кун хамăр районта çеç мар, Шупашкарта та, Йĕпреç, Хĕрлĕ Чутай районĕсенче те пĕлтерĕшлĕ объектсенче вăй хураççĕ. Ку ĕнтĕ Патăрьел ĕçченĕсем паттăр çеç мар, ăста та пултаруллă иккенне те çирĕплетсе парать. Республикăри пекех пирĕн районта та çĕнĕ садиксемпе шкулсем, выльăх-чĕрлĕх объекчĕсемпе тĕрлĕрен хранилищĕсем хута кайни, ял хуçалăх таварĕсем туса кăларакансем валли условисем туса пани район влаçĕпе республика ертỹçисем пĕр чĕлхе тупса ĕçленин результачĕ. Николай Иванович республика представителĕсен умĕнче районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕ пирки кĕскен паллаштарнă цифрăсемпе фактсем те çакнах çирĕплетрĕç. Республикăра туса илекен сахăр кăшманĕн шăпах çурри, çĕрулмин 20 проценчĕ никам аллипе те мар, Патăрьел çĕр ĕçченĕсен тивлечĕпе пулни пуриншĕн те кăмăллă.

Информаци кунне хутшăннă район активĕ умĕнче район администраци пуçлăхĕ ытти ыйтусене те çивĕчлетрĕ. Паянхи кун пурне те пирĕн тăрăхра иртнĕ çулхипе танлаштарсан пушарсен шучĕ икĕ хута яхăн ỹсни пăшăрхантарать. Ку тĕлĕшпе халăхпа ăнлантару ĕçĕсем ирттерме, пĕлтерĕшлĕ те тĕллевлĕ калаçусем йĕркелеме, урăхла каласан сăмахпа "чан" çапма вăхăт çитнине каларĕ. Пушар хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнманнисене вара саккун саламачĕ самаях ыраттарать темелле. Уйрăм граждансене çак сăлтавпа 1000 _ 1500, должноçрисене _ 15 пин тенкĕ, юридика пĕлтерĕшлисене вара 200 пин таран штраф кĕтме пултарать.

Николай Иванович хăйĕн калаçăвĕнче çуллахи вăхăтра çеç мар, çулталăк тăршшĕпех ачасем хăйсен канăвне усăллă та кăмăллă ирттерчĕр тесе тăрăшнине те пĕлтерчĕ. Çак тĕллевпе вĕренекенсем республикăри 4 _ 5 лагерьте канаççĕ, сывлăхне çирĕплетеççĕ.

Район администраци залĕнчи тĕлпулу хыççăн информаци ушкăнĕсем Турхан тата Аслă Чемен ял тăрăхĕсене çитсе шкул, ача сачĕн коллективĕсемпе, ял тăрăх специалисчĕсемпе, культура ĕçченĕсемпе кун йĕркинчи ыйтусене сỹтсе яврĕç. Тĕпрен илсен коллективсенчи тĕл пулусенче çакă сисĕнчĕ: ял çынни Республика Пуçлăхĕн, правительствăн аталану çул-йĕрĕпе, малашлăх планĕсемпе кăмăллă. Пурнăç йывăрлăхсăр пулмасть. Çавăнпа та ăна пурте пĕр шухăшлă пулсан çеç çĕнтерме май пур.

А. ЕГОРОВА.

Пирĕн районта черетлĕ информаци кунĕнче ЧР халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин ертỹçи С. Викторов ертсе пыракан ушкăн пулчĕ: ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева, ЧР Патшалăх гуманитари наукисен директорĕ Ю. Исаев, ЧР финанспа бюджет надзорĕн федераллă службин Территори управленийĕн ертỹçин çумĕ И. Данилов, "Фирма "ОВИТ" тулли мар яваплă обществăн директорĕ В.Остроумов.

Информаци кунĕнче Аслă Чементи педагогсем çакнашкал ыйтусем хускатрĕç:

Çуллахи каникул вăхăтĕнче аслă класра вĕренекенсем тĕрлĕрен ĕçре тăрăшни ĕç стажне кĕрет-и?

Хальхи вăхăтра шкулсене тĕрлĕрен программăпа килĕшỹллĕн оборудованисемпе тивĕçтереççĕ. Çакă, паллах, питĕ лайăх. Çавăнпа пĕрлех çывăх вăхăтра сĕтел-пукана çĕнетес тĕллевпе программа пулать-ши?

Ыйтăва паракансем республика представителĕсенчен тулли хурав илчĕç.

Информушкăнăн савăнăçлă саманчĕ: ЧР культура, национальноç тата архив ĕçĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ А. Алексеева Шăнкăртамри культура çуртне килĕнче упранакан баянне парнелерĕ. Çак шухăш Альбина Ивановнăн иртнĕ информаци кунĕнче "Биляр" ташă ушкăнĕн пултарулăхне курнă хыççăн çуралнă. Çирĕм çул ытла çемье архивĕнче упраннă кĕвĕ инструменчĕ сăнне те, сассине те улăштарман.

Надежда БОГДАНОВА, Турханти "Çеçпĕл" ача сачĕн заведующийĕ:

_ Республика тата район представителĕсем вырăнсене тухса ĕç коллективĕсемпе тĕл пулнине питĕ ырлатăп. Эпир мĕнле пурăннине, проблемăсене мĕнле татса пынине влаç çыннисемпе куçа-куçăн курнăçса калаçнине нимĕн те çитмест. Хамăр ĕç пирки вара çакна каласшăн. 70 вырăнлă садикра паян пĕр пушă вырăн та çук. Пирĕн пата пепкисене тăватă ялтан илсе çỹреççĕ. Ял тăрăхĕпе килĕштерсе, ăнланса ĕçлетпĕр. Ашшĕ-амăшĕ пирĕн коллективпа кăмăллă. Кăçал садикран тухакан вун икĕ ача парта хушшине ларĕç.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика