23 мая 2015 г.
Чăваш патшалăх филармонийĕнче халăхсем хушшинчи Шупашкарти саккăрмĕш кинофестивале уçнă май салам сăмахĕпе Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин тухса калаçнă. Аса илтеретпĕр, кинофестиваль 2008 çултанпа иртет.
2009 çултан кинофестиваль президенчĕ Раççей Федерацийĕн халăх артисчĕ, кинорежиссер, "Мосфильм" киноконцерн генеральнăй директорĕ Карен Шахназаров шутланать. Вăл кинофестивалĕн художество руководителĕ те.
Сакăр çул хушшинче кинофестивале тĕрлĕ çĕршыври 400 ытла фильм тăратнă, унăн ĕçне 280 ытла паллă кинематографист хутшăннă.
Шупашкарти фестивалĕн тĕп призĕ _ "Анне" статуэтка. Ăна Раççей художникĕ Владимир Нагорнов пăхăртан ăсталанă.
Кăçалхи кинофестивальте 110 ытла тĕрлĕ мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсем Шупашкарти тĕрлĕ кинотеатрсенче, библиотекăсенче, Пултарулăх çурчĕсенче иртнĕ. Куракансем 40 ытла картинăпа паллашма пултарнă.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)