23 мая 2015 г.
Кăçалхи пилĕк уйăхра "Халăх тĕрĕслевĕ" портала республикăра пурăнакан 520 гражданинран ыйту кĕнĕ. Порталпа усă куракансенчен ытларах пайĕ (61 проценчĕ) вырăнсенче тирпей-илемпе çыхăннă ыйтусене хускатать: урам, ял ячĕсене тĕрĕс мар çырни, пурăнакан вырăнсенчи тирпейсĕрлĕх. Çул пахалăхĕпе тата çул-йĕр куçăмне йĕркелессипе çыхăннисем 27, управляющи компанисен ĕçĕсемпе кăмăлсăррисем 10 процент.
Влаç органĕсен ĕçĕ-хĕлне Интернет урлă хакламалли йĕркен чи лайăх енĕ _ гражданин хăйĕн ыйтăвĕ çине ĕлĕкхилле уйăхран мар, вунă кунтах хурав илни. Майăн 19-мĕшĕ тĕлне республикăри влаç органĕсем вĕсем патне ыйтупа тухнисен 96 процентне тивĕçлĕ хурав панă.
Портал çăмăллăхĕпе ытларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар хулисем, Шупашкар тата Красноармейски районĕсем усă кураççĕ.
Пирĕн Патăрьел районĕ ку тĕлĕшпе пысăк хастарлăх кăтартмасть. Çакна вырăнти влаç кирлĕ ыйтусене вăхăтра татса панипе те çыхăнтарма пулать-тăр. Маларах асăннă 520 ыйтуран пĕри пирĕн районтан. Кĕçĕн Патăрьелĕнче пурăнакан пĕр çын район центрĕпе Кĕçĕн Патăрьел хушшинчи çул çинче электроçутă пулманни пирки пăшăрханса çырнине влаçрисем патне портал урлă çитернĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)