АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ача чухнехи ĕмĕтне пурнăçа кĕртнĕ

27 мая 2015 г.

КИРЕК мĕнле ача та шухăшсемпе пуçтарăнса çитеймен чухне уçлăха вĕçме те, паллă конструктор пулма та, хăйсен пултарулăхне тухтăр е учитель вырăнĕнче кăтартма та хатĕр. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вăтам пĕлỹ илнĕ М. Селиванов вара мĕн пĕчĕкренех офицер, çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Çак тĕллевпе вăл вĕренỹре питĕ маçтăр ĕлкĕрсе пынисĕр пуçне хăйне спорт каçалăкĕнче те пиçĕхтернĕ, кашни çулах çарпа спорт вăййисене, ăмăртусене хастар хутшăннă тата ытти те. Çак кунсенче офицер-пограничник пулма хатĕрленекен каччă Мускаври хăрушсăрлăх службин аслă шкулĕнчен вĕренсе тухса хăйĕн тивĕçне çар çыннисем хушшинче малалла тăсĕ. Урăхла каласан, ача чухнех тĕвĕленнĕ шухăше пурнăçа кĕртĕ. Районти "Пограничное братство" союз членĕсем вара хăйсен йышне офицер пакунлă çамрăк каччă хутшăннăшăн тем пекех хĕпĕртеççĕ, ăна çак ятпа саламлаççĕ. Максим Рудольфовича вара малаллахи служба ĕçĕнче ăнăçу сунмалли çеç юлать.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика