27 мая 2015 г.
Июнĕн 1-мĕшĕ çуллан пĕрремĕш кунĕ пулнипе çеç мар, Пĕтĕм тĕнчери ачасене хỹтĕлемелли уявпа та палăрса тăрать. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче те çак савăнăçа ачасемпе, вĕсен ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пайласси йăлана кĕрсе пырать. Иккĕмĕш çул ĕнтĕ район центрĕнче çеç мар, ытти ял тăрăхĕсенче те "Ачасене савăнăç парнеле" Пĕтĕм тĕнчери флешмоба хутшăнаççĕ. Кăçал çак фестивале ирттерме чылай ĕçре пуçарулăх та хастарлăх кăтартакан волонтерсене шанса панă. Вĕсем ăна мĕнле йĕркелесси вара хăйсен ăсталăхĕпе пуçарулăхĕнчен килет. Ачасен уяв пĕтĕмлетĕвĕ те кăсăклă иртмелле, ăна çичĕ номинаципе хаклама палăртнă: уява чи лайăх хатĕрленĕ коллектив, чи йышлă хутшăнакан ушкăн, чи лайăх ташă флешмобĕ, чи лайăх спорт уявĕ тата ытти те.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)