27 мая 2015 г.
Паян _ Раççейри библиотекăсен кунĕ. Çыннăн тавракурăмĕпе культурине аталантарас, ăс-хакăлне пуянлатас ĕçре вулавăшăн пĕлтерĕшĕ питĕ пысăк. Вулакансен йышне ỹстерес, вĕсене кăсăклă та паянхи кун интереслентерекен литературăпа тивĕçтерес тĕллевпе эсир, библиотека ĕçченĕсем, ырми-канми тăрăшатăр. Уяв ячĕпе ăшшăн саламланă май, малашнехи ĕçре сире творчествăлла ăнтăлу, çитĕнỹ сунатăп. Район администраци пуçлăхĕ Н. ГЛУХОВ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)