АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хуçалăх çыравĕн ыйтăвĕпе _ канашлу

27 мая 2015 г.

Çитес çул пирĕн çĕршывра Ял хуçалăх çыравĕ иртмелле. Çавна май районта ятарлă комисси йĕркеленĕ. Ăна район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов ертсе пырать.

Иртнĕ кĕçнерникун, майăн 21-мĕшĕнче, район администрацийĕнче Çырав ыйтăвĕпе пĕрремĕш лару пулнă, райадминистраци пуçлăхĕн çумĕ, ял хуçалăх, экономика, çĕр тата пурлăх хутшăнăвĕсен пай начальникĕ Мансур Калмыков ертсе пынă.

Кăçалхи мартăн 27-мĕ-шĕнче "Патăрьел районĕнче 2016 çулта Ял хуçалăх çыравне ирттересси пирки комисси тăвасси" район администрацийĕ кăларнă хушу мĕнле пурнăçланса пыни çинчен Чăвашстатăн специалист-эксперчĕ Г. Салихова тухса калаçнă. Вăл халĕччен тунă ĕçсем пирки те чарăнса тăнă. Унтан Ял хуçалăх çыравне ирттерсе ярассишĕн яваплă М. Абдуллин кăçалхи планпа паллаштарнă.

Сăмах май, Ял хуçалăх çыравĕ пирĕн çĕршывра юлашки хут 2006 çулта иртнĕ.

(Хамăр корр.)

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика