27 мая 2015 г.
Кучухне инçе çулçỹреве тухакансем чылай чухне сывлăш транспорчĕпе усă кураççĕ. Ку тĕлĕшпе пирĕн республикăн тĕп хули Шупашкар та пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăнать. Самолетпа çула тухакансем пысăк шайри сервис, хăтлăх, хăрушсăрлăх пирки пĕрре мар хак панă. Чи пахи вара _ хаклă вăхăта перекетлени. Маларах хуларан Мускава çеç вĕçме пултарнă пулсан, Атăлçи федераллă округри авиацине аталантармалли пилотлă проектпа килĕшỹллĕн халĕ Самарăна та, Уфана та çак транспортпах çитме май пур.
Июнĕн 1-мĕшĕнчен "ЮТэйр" компани Мускаври "Внуково" аэропортĕнчен Шупашкара кашни кунах (вырсарникунсăр пуçне) авиарейс яма пуçлать. Хакĕ 1990 _ 10475 тенкĕ.
Июнĕн 8-мĕшĕнчен Симферополе тунтикунпа шăматкун вĕçме май пур. Билет хакĕсем 12401 _ 18291 тенкĕ. Майăн 29-мĕшĕнчен вара Анталине, июнĕн 2-мĕшĕнчен Санкт-Петербурга рейссем пулаççĕ.
Отпуск вăхăтне усăллă та кăмăллă ирттерес текенсем асăннă хуласене самолетпа çитме пултараççĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)