АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ỹсĕр пуçтах кỹршипе мĕн пайлайман-ши?

27 мая 2015 г.

 Ĕç мĕнне пĕлмен арçын ĕçкĕпе шуйттан тарçи, теççĕ. Çĕнĕ Ахпỹртре пурăнакан пуçтах пирки те çак сăмахсенех калас килет. Аллă урлă каçнă хусах та пуçа минретекен хаяр шĕвекпе туслă пулмасан, суд сакки çине те лармĕччĕ. Паян вара вăл хăйĕн кăра ĕçĕшĕн ỹкĕнет-и е çук-и, çапах та хăйĕн кỹршине çĕçĕпе чиксе пĕтернĕшĕн унăн саккунпа килĕшỹллĕн явап тытма тиветех. Ĕçĕ-пуçĕ вара акă еплерех çаврăнса тухнă.

Хирĕçтăру кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче каçхине 20 сехетсенче пулса иртнĕ. Çак кунхине маларах вĕсем кỹршипе тата хăйсен ялĕнчи тепĕр çынпа шурă эрех ĕçнĕ. Сăра сакки сарлака тенĕ евĕр, каçхине кỹрши каллех ун патне пулштук çаклатса пынă. Çине-çине черкки килсе тăрсан, ỹсĕрĕлесси паллах ĕнтĕ. Çакскерсем тем сăлтавпа кỹршипе хирĕçсе, урăхла каласан, чĕрре кĕрсе кайнă. Хусах малтан ăна питĕнчен çупа-çупа янă. Хĕрсе пыракан арçыннăн кунпа çеç чунĕ лăпланман курăнать. Нумай шутласа тăмасăр вăл тỹшек айĕнчен çĕçĕ туртса кăларать те ăна пĕр хĕрхенмесĕр вунă хутчен тĕрлĕ çĕртен чиксе пĕтерет. Ỹсĕр хăлаçланнă чухне улли-урине çеç мар, кăкăрне те, пуçне те суранлатать... Йĕрке хуралçисене ăнлантарнă тăрăх, мĕн пулнине вара вăл нимĕн те ас тумасть-мĕн. Следовательсем тĕрĕслев протоколĕпе преступник патне килне çитсен унăн патĕнчен ытти япалисемпе пĕрлех тĕпчев ирттерме тĕрлĕ калăпăшлă вун икĕ çĕççе илсе тухса кайнă.

РФ УКăн 111 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн усал ĕç тăвакана суд ĕçлесе юсанмалли условипе виçĕ çуллăха ирĕкрен хăтарма йышăннă. Приговор вăя кĕмен-ха.

А. МАКАРОВ, районсем хушшинчи "Батыревский" муниципаллă уйрăмĕн следователĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика