27 мая 2015 г.
Ял хуçалăхĕнче кашни отрасль пĕр-пĕринпе çыхăннă. Çавăнпах выльăх-чĕрлĕх патне те хуçалăхсем тимлĕх çителĕклĕ уйăрма тăрăшаççĕ.
Майăн 1-мĕшĕ тĕлне районĕпе 18776 ĕне-выльăх шутланать, вăл шутран ĕне 7829 пуç; ял хуçалăх предприятийĕсенче мăйракаллă шултăра выльăх _ 3524, унтан ĕнесем 1449. Çавăн пекех 16596 сысна усраççĕ, хуçалăхсенче _ 12002 пуç. 8651 сурăхпа качакана, 74506 чăх-чĕпе шута илнĕ.
Çулталăк пуçланнăранпа 3417,3 тонна (пĕлтĕрхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 110 процент) аш-какай хатĕрленĕ пулсан, ял хуçлăх предприятийĕсем _ 871,8 тонна (108 процент).
Сăвăм лайăхланнине те палăртма кăмăллă. Майăн 1-мĕшĕ тĕлне 12769 тонна сĕт сунă (2014 çултипе танлаштарсан 101 процент), вăл шутран ял хуçалăх предприятийĕсенче _ 2177,2 тонна. Пĕр ĕнерен сĕт сăвассипе малти вырăнсене Р. Бичурина (2085 килограмм), Э. Зейнетдинов (1718), Р. Салихов (1712), Р. Санзяпов (1619) фермерсен хуçалăхĕсем, "Батыревский" (1853), "Корма" (1832), "Исток" (1759 килограмм) хуçалăхсем йышăнаççĕ.
Ял хуçалăх предприятийĕсенче 100 ĕне пуçне 37 пăру илнĕ. Районĕпе пăру 667 пуç пулнă, пĕлтĕр _ 624. Çавăн пекех 7574 сысна çури илнĕ, вăл шутран тĕп амаран _ 6310. Пĕр ама вăтамран 11,6 çура тунă.
Ĕне-выльăх талăкра _ 579 грамм, сыснасем 531 грамм ỹт хушнă.
В. ФРОЛОВА, район администрацийĕн ял хуçалăх пайĕн специалисчĕ
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)