АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Масар хупаха ан çаврăнтăр

27 мая 2015 г.

 Христос тĕнне ĕненекенсемшĕн тата унăн йăли-йĕркине тытса пыракансемшăн чи çутă уявсенчен пĕри _ çветтуй Троица праçникĕ çитет. Шăматкун, майăн 30-мĕшĕнче, ку пурнăçран уйрăлса ĕмĕрлĕх тĕнчене куçнă тăванăмăрсене асăнмалли кун.

Пĕр вăхăтра, пурнăç пăрнăçĕнчи сулнăксенче темелле-ши, çĕршер çул упранакан тĕн йăли-йĕркинчен, праçникĕсенчен аякра тăтăмăр. Чиркĕве кĕрсе вилнисен канлĕхĕшĕн çурта лартса Турă çăкăрне кастарма та шикленнĕ, сехĕрленнĕ вăхăтсем те пулнă. Ырă Пỹлĕхçĕ пире вăхăтлăха хăйĕнчен айккинче тăнăшăн каçартăрах. Хальхи вăхăтра вара кирек кам та чиркĕве кĕрсе чунне лăплантарма та, çветтуй вырăнсене çитсе курма та, пачăшкăсемпе куçа-куçăн калаçма та пултарать. Ку вăл кашни гаржданинăн хăйĕн ирĕкĕ-çке.

Сăмахăма йỹплентерсе ямасăр паян эпĕ хисеплĕ вулаканăмăрсемпе масар çине кайса вилнисене асăнмалли куна сăпайлă та кăмăллă ирттерсе ярас пирки калаçу пуçарасшăн. Мĕншĕн тетĕр-и? Юлашки çулсенче Троица уявĕ районти акатуйран та анлăрах иртет пулĕ. Хулара, аякра пурăнакан кашни çемье хăйсен аслашшĕ-асламăшне, ашшĕпе амăшне, ытти çывăх тăванне хисеп туса масар çине каяс, унăн канлĕхĕпе тутăлăхĕшĕн асăнас тĕллевпе çула тухать. Пытарма кирлĕ мар _ çак кунхине ял масарĕсенче лăк тулли халăх. Çулталăк е тата ытларах курман çынпа та шăпах çакăнта курнăçма пулать. Çакă ырă, лайăх пулăм. Тăвансем пĕр-пĕринпе калаçса чунне пусараççĕ, вилнисен умĕнче пуç таяççĕ, икерчĕ çиеççĕ, çурта çутаççĕ, палăк е хĕрес умне чĕрĕ чечексем хураççĕ... Ку таранччен пурте кăмăллă темелле-ха. Анчах та пĕр-икĕ сехетренех масар çийĕ пасара çаврăнать тейĕн. Кĕр кĕрлесе çеç тăрать. Хăш-пĕр çынсем çăнăхтари евĕр кашни паллакан патне çитсе эрех ĕçтерсе çỹреççĕ, сĕнеççĕ, хистеççĕ. Çавăнтах кăшкăрашу, усал сăмахпа вăрçăнни те аякра мар. Тепĕр чухне пăхса тăма та тискер. Çапла вара сисмесĕ-рех сăваплă вырăна казинона, хупаха çавăратпăр. Çак начар йăла пирки чылай калаçатпăр пулин те, ăна тирпейлесе яраймастпăр-ха. Савăнмалли, юрласа-ташламалли уявсем пирĕн ял тăрăхĕсенче те, районта та ахаль те сахал мар иртеççĕ. Пиртен уйрăлнă çынсемшĕн чун-чĕререн кĕл туса халăхпа пĕрле масар çине каймалли кун вара _ пĕртен пĕрре. Çавăнпа та тăванăмăрсен йывăр тăприсене çăмăллатас тесен, чиркỹ настоятелĕсем ыйтнă пек тумалла: вилнисене ятран асăнса просвир кастармалла, канлĕхĕшĕн çурта çутмалла, кĕлĕ вуламалла...

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика