АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Эсĕ _ вырăс, эпĕ _ чăваш, пирĕн юрату _ ĕмĕрлĕх

27 мая 2015 г.

Ун чухне студент пулнă. Ялтан хулана пынăскерĕн, шухăш-кăмăл та ыттисенни пекех марччĕ-тĕр. Хула çамрăкĕсемпе танлаштарсан вăтанчăкрах та, сăпайлăрах та. Хĕрсемпе те питех чуна уçса калаçман. Лайăх, илемлĕ пикесем пурччĕ-ха пĕрле вĕренекенсем хушшинче, анчах чуна çывăххи _ çукчĕ.

Пĕррехинче юлташпа хĕрсем патне çуралнă кун уявлама кайрăмăр. Манăн çỹресех те килместчĕ, çапах тусăн кăмăлне хăварас мар тесе унпа килĕшрĕм. Общежитинчи пỹлĕме кĕрсен куçа тỹрех сарă çỹçлĕ пике курăнчĕ. Хăва хулли пек яштака пỹллĕ вырăс хĕрĕ манăн чĕрене пĕрре курсах тыткăнларĕ.

Кун хыççăн кун иртрĕ. Эпир Ленăпа час-часах тĕл пулма пуçларăмăр. Хула урамĕсемпе, Атăл хĕррипе уçăлса çỹреттĕмĕр, пуласлăх пирки ĕмĕтленеттĕмĕр. Эпĕ аслăрах курсра ăс пухнăран манăн чун савни пирĕн çыхăнусем татăласран шикленетчĕ. Эпĕ вара ăна лăплантараттăмччĕ, пĕрех пĕрле пулатпăр тесе шантараттăм.

Алла диплом илнĕ хыççăн мана республика тулашне ĕçлеме ячĕç. Шкулта ачасене вĕрентме пуçларăм. Пурăнма вара пĕр ватă хĕрарăм патне вырнаçтарчĕç. Ют çĕрте те асăмран Лена тухмарĕ. Пĕр-пĕрин патне çырусем çыраттăмăр, хамăр шухăш-кăмăла хут çине шăрçалаттăмăр. Каникул вăхăтĕнче эпĕ тăван кĕтесе васкаттăм е тỹрех савнă хĕр патне каяттăм.

Мана Чăваш Ене ĕçлеме йыхравлама пуçларĕç. Анчах лерен те ярасшăн марччĕ, çурт лартса пама шантаратчĕç. Çуркунне кăнтăртан вĕçен кайăксем те каялла вĕçсе килеççĕ, эпĕ те ачаран çывăх вырăнсене таврăнтăм. Вĕреннĕ çынсем кирлĕрен часах ĕç тупрăм, анчах пурăнмалли кĕтес çуккипе нушалантăм. Пĕрле ĕçлекен юлташ патĕнче вăхăтлăх кун-кунлама тиврĕ.

Çуралнăранпа чĕрĕк ĕмĕр çитсен çемье çавăртăм. Ленăпа шăкăл-шăкăл калаçса пурăнма пуçларăмăр. Йывăрпа пулсан та хваттер туянтăмăр. Ача-пăча та чуна савăнтарать. Кĕçех асли шкулпа сыв пуллашать. Арçын ача çукки кăна хăш-пĕр чухне хумхантарать. Турă çапла çырнă пуль пирĕн тĕле _ ывăл çуралнă чухнех вилчĕ. Те тухтăрсен айăпĕ пулчĕ, калама хĕн.

Пурăнатăп та каялла тинкеретĕп, иртнисене, çамрăклăха аса илетĕп. Яш ĕмĕре ỹкĕнмелле ирттерменнишĕн хĕпĕртетĕп. Хальхи хăш-пĕр каччăсем пек эрех-сăрапа иртĕхмен, кирлĕ-кирлĕ мар хĕрсемпе çыхланса ята яман. Ачасемшĕн те усал ашшĕ пулмарăм. Мăшăр, вырăс пулсан та, чăвашсем хушшинче килĕштерсе пурăнать, мана та пулăшса пырать.

М. АЛЕКСАНДРОВ

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика