АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Малтанласа асăрхаттарать, ун хыççăн вара…

30 мая 2015 г.

РАЙОНСЕМ хушшинчи "Чувашская энергосбытовая компания" уçă акционерсен обществинчен пĕлтернĕ тăрăх, электроэнергишĕн вăхăтра укçа тỹлесе пырайман парăмçăсем чакса мар, ỹссех пыраççĕ. Сăмахран, çулталăк пуçланнăранпа 165 çын ячĕпе суда 165 тавăç тăратнă. Вĕсен сумми те сахалах мар _ 754 пин тенкĕ. Унсăр пуçне суд приставĕсен серепине çакланнă тепĕр 200 производство (627 пинлĕх) пакунлисен сĕтелĕ çинче выртать. Хура списокри хăш-пĕр уйрăм абонентсен электроэнергипе усă курнăшăн тỹлемелли кĕмĕлĕ 50 пинрен те иртсе кайнă. Апла пулсан çакскерсем икĕ-виçĕ уйăх çеç мар, çулталăкшар пĕр шухăшсăр пурăнаççĕ. Малашне вара йĕрки-тĕрки урăхларах пулĕ. Çакнашкал хулăн тирлĕ граждансене энергосбыт сотрудникĕсем виçĕ уйăх взнос тỹлемесен малтанласа асăрхаттараççĕ, ун хыççăн та тивĕçлĕ йышăну туманнисене вара çутăсăр хăварма, ĕç-пуçа суда çитерме те пултараççĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика