30 мая 2015 г.
СИСМЕРĔМĔР те, çу уйăхĕ хыçа юлчĕ. 2015 çулхи иккĕмĕш çур çула хаçат-журнал çырăнтармалли кампани вĕçлениччен уйăхран та катăлчĕ.
Хисеплĕ хаçат тусĕсем! "Авангард" хаçатпа çыхăну çухатас мар тесен, район хыпарĕсене туллин пĕлсе тăрас тесен паян-ыранах ăна çырăнса юлма тăрăшăр, çак ыйтăва хыçран-хыçа хăварса ан пырăр. Аса илтеретпĕр: районта тухса тăракан "чун апатне" почтальонкăсем урлă, "Союзпичет" киоскĕнче тата хаçат редакцине килсе илмелли условипе çырăнма май пур. Васкăр, "Авангардсăр" тăрса ан юлăр!
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)