30 мая 2015 г.
Çамрăк çын професси суйласа илсе хăйĕн шăпине тата çĕршыв пуласлăхне татса парать. Çавна май экономика политикин тĕп тĕллевĕ _ реаллă секторта кадр потенциалне аталантарасси.
Юлташсем хушшинче килĕшỹ пулсан
Техника специалисчĕсене хатĕрлес тĕллевпе юлашки вăхăтра вĕрентỹ заведенийĕсенче ресурс центрĕсем йĕркеленĕ, кунта педагогсемпе ĕç паракансем пĕрле килĕштерсе ĕçлеççĕ. Çĕршыв шайĕнче ку ыйтăва тимлĕх тинтерех кăна ытларах уйăрма пуçланă пулсан (мартăн 3-мĕшĕнче Раççей премьер-министрĕ Дмитрий Медведев вăтам професси пĕлĕвĕн системине 2015-2020 çулсенче лайăхлатасси пирки хушу кăларнă), пирĕн республикăра аванах вăй илнĕ. Акă, 2013 çулта "Элара" пĕрлешỹпе Шупашкарти электромеханика колледжĕ килĕшỹ тунă. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев вĕрентỹ мастерскойĕсене пăхса çỹренĕ май: "Йăлтах "Элара" цехĕнчи пек: çав сĕтел-пукан, технологи приборĕсем, вентиляци системи, тасалăх", _ терĕ кăмăллăн.
Ресурс центрне тунă çĕрте витĕмлĕ вăй кỹреке- нĕсем"Элара" пĕрлешỹн тĕп директорĕ Андрей Углов тата колледж директорĕ Алексей Судленков. Шухăшне параканни Республика Пуçлăхĕ пулнă. "Пирĕн тĕллев, _ тенĕ Михаил Васильевич "Советская Чувашия" хаçатăн корреспондентне. _ Колледжра вĕреннĕ чухнех кайран ĕçлеме çывăх, заводри пекрех условисем туса пама тăрăшасси. Малашне те техника специалисчĕсене хатĕрлессипе тимлĕх уйăрăпăр".
"Шурă çухасем" станоксем умне тăраççĕ
Шупашкарти электромеханика колледжĕн тăватă ресурс центрĕ, унта пилĕк профессипе тата тăхăр специальноçпа вĕрентỹ программи ĕçлет. Электротехника центрĕсĕр пуçне тата энергетикăн, информаци технологийĕн, машиностроенин пур. Вĕсене ĕç опытне вырăнтах пухма "Тракторсем тăвакан завод" пулăшнă. Сăмах май, вĕренекенсем ăсталанă детальсене ĕçре те усă кураççĕ.
Колледж директорĕ Алексей Судленков Чăваш Республикин Пуçлăхне Михаил Игнатьева дипломлă "тетесемпе аппасем" хушшинче рабочи профессине алла илес текенсем нумайланнине, ушкăнсем йĕркеленсех тăнине пĕлтернĕ.
Сăмах май...
Электромеханика колледжĕн тата Чăваш Енри паллă предприятисен партнерла хутшăнăвĕпе Раççейри регионсем çеç мар, чикĕ леш енче те кăсăкланаççĕ. Сентябрьте Шупашкарта пĕтĕм тĕнчери семинар иртмелле, унта 9 çĕршыв представителĕ хутшăнмалла.
"Çакна пурнăç çулĕ çине тухакан çамрăксен шута хурсан аван. Аслă пĕлỹ çинчен илнĕ диплом чи пĕлтерĕшли мар. Паян кирлĕ професси суйласа илмелле. Лайăх специалистсем _ рабочисем _ халь "шурă çухаллисенчен" те ытларах ĕçлесе илеççĕ, _ тесе палăртнă М. ИГНАТЬЕВ.
Испанецсем Чăваш Ене кăмăллаççĕ
Юлашки пилĕк çулта республика территорийĕнче ют çĕршыв капиталне ĕçе кĕртсе çĕр инвестици проекчĕ хута янă. Çакă пысăк технологиллĕ 12 пин ĕç вырăнĕ тума май панă. ООО "Керамикăнах" илер. Унта çăвăнмалли пỹлĕмсем валли хатĕрсем кăлараççĕ. Маларах Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарта "Сантек" суту-илỹ маркипе керамика хатĕрĕсем тăвассине ĕçе кĕртнĕччĕ. Виççĕмĕш завод вара _ акрилтан ваннăсем тăвассипе ĕçлет. 2011 çулта хута кайнă. Чăваш Ен Пуçлăхĕ М. Игнатьевпа Раççейри завод директорĕ Линарес Ногера пĕр-пĕрне тахçантанпах пĕлеççĕ. Керамика хатĕрĕсене туянасси ỹссех пырать.
Испани бизнесменĕ пирĕн патăрта ĕçлесе Чăваш Енĕн чăн-чăн патриочĕ пулнине çирĕплетет. Кунта кирек хăш ыйтăва та ăнăçлă татса пама пулать-мĕн. Çак ушкăнăн Раççейре 7 завод ĕçлет, вĕсенчен виççĕшĕ чăвашра, малашлăхра Çĕнĕ Шупашкарта та проекта малалла анлăлатасшăн.
М. Игнатьев Антонио Линареса пĕрлехи ĕçшĕн тав тăвать. "Керамикăна" ĕçе кĕртнĕрен Çĕнĕ Шупашкарта ĕçсĕрлĕхе 9 процентран пĕр процента çити чакарма май пулнă. "Продукци туянакансем йышлă, унтан республика тата хула бюджечĕсене сахал мар кĕрет",_ палăртнă М. Игнатьев. 2020 çулччен Чăваш Енре çĕнĕ производствăсем хута ярса, пуррисене модернизацилесе кашни çынна ĕçпе тивĕçтерес шанăç пур.
Кĕл пике историйĕ
Кадрсене вĕрентес ĕçре "Аспект" вĕрентỹпе методика центрĕ пысăк вырăн йышăнать. 60 специальноçпа хатĕрлеççĕ. Тĕп тĕллев вара _ ĕçсĕр тăрса юлнисене унта явăçтарасси. Унăн пулăшăвĕпе 22 çулта 170 пин граждан усă курнă.
Кунта корпораци клиенчĕсене те вĕрентеççĕ. Семинар-тренингсем ирттереççĕ. Преподавательсем бизнес-план хатĕрлеме, ытти енĕпе пулăшаççĕ. Акă, М. Ибрагимова Атăл çыранĕн хĕрринчи хырлăхра çемьепе канмалли сывлăх центрĕ уçма хатĕрленет. Проект хатĕрлесе патшалăх пулăшăвне илнĕ. Квартирсене тирпейлеме кỹлĕннĕ. Ун патĕнче 400 çын ĕçлет, çав шутра сусăрсем те пур. Кĕл пике историйĕ М. Игнатьева килĕшнĕ.
"Çакнашкал пуçаруллă çынсем республикăра йышлансах пыраççĕ,_ кăмăллăн палăртать Чăваш Ен Пуçлăхĕ._ Вĕсене влаçăн пулăшмаллах".
Лару-тăру - тĕрĕслевре
"Советская Чувашия" хаçат корреспонденчĕ ĕçсĕрлĕхе пĕтерес ыйтăтва тапратрĕ. Çулталăк пуçланнăранпа предприятирен 680 çын кайнă-çке. Михаил Игнатьев кун пирки çапла хурав пачĕ: "Предприятинче çынсен йышне чакарни тĕпрен илсен Хĕвеанăçĕнчи санкцисемпе çыхăннă.
Ĕçсĕррисен йышĕ апрель пуçламăшĕ тĕлне пилĕк пин çынна яхăн пулнă. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан чакни те сисĕнет. Ĕçсĕррисен службинче 1,8 пин ĕç сĕнекенрен 13,4 ваканси пур. Ытларах рабочи специалисчĕсем кирлĕ. Медсестрасемпе воспитательсем, менеджерсемпе инженерсем валли те ĕç пур. Ку тĕлĕшпе лару-тăрăва республика правительстви йĕрлесе тăрать. Чăваш Енте çирĕп экономика аталанăвĕпе тата социаллă стабильлĕхпе тивĕçтермелли планпа килĕшỹллĕн ĕç рынокĕнче çивĕчлĕх туса хумăпăр. Ку тĕлĕшпе ĕçрен кăлармалли работниксене тытса тăрас тĕллевпе вăхăтлăх ĕçсем тупма, специалистсене професси вĕрентĕвĕпе стажировкăсене яма 131 миллион тенкĕ укçа кайĕ".
Çĕнĕ Шупашкар формули
Республикăра пысăк заводсем çеç мар, пĕчĕк тата вăтам бизнес та аталанса пырать. Çĕнĕ Шупашкарти "Спектр" наукăпа производство предприятийĕ _ çĕнĕ проектсене хăюллăн пурнăçа кĕртекен, лайăх аталанса пыракан производство. Сергей Михеев ертсе пыракан завод полимерсемпе эмальсем кăларассипе ăнăçлă ĕçлет.
Малашлăхра вĕсем эмальсене аэрозольлĕ баллончиксемпе хатĕрлесшĕн. Аслă Çĕнтерỹ умĕн Симферопольти мемориал комплексне юсас тĕллевпе "Спектра" ятарласа килнĕ, кирлĕ продуктсене илнĕ. Халĕ вара "Золотая звезда Крыма" текен эмаль те пур. Вĕсем Çĕнĕ Шупашкара килни те ăнсăртран мар. Нумай пулмасть çеç Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев правительство делегацийĕпе пĕрле Чăваш Республикипе Крым хушшинчи экономика лару-тăрăвне çирĕплетес тĕллевпе унта пулчĕ, ун чухне те пĕчĕк тата вăтам бизнес малашлăхра пысăк вырăн йышăннине палăртрĕ.
Сергей МЕЛЬНИКОВ, ЧР физкультурăпа спорт министрĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)