30 мая 2015 г.
_ Чăваш Ен нумай-нумай проекта хутшăнать. Кăçал республикăн спорт пурнăçне кĕрсе юлакан пĕлтерĕшлĕ мероприяти вăл _ Шупашкарта çĕртме уйăхĕн 20-21-мĕшĕсенче çăмăл атлетика енĕпе командăпа ăмăртакансен Европа чемпионачĕ. Раççейĕн 2015 çулхи календарĕнче çак стартсем шыв спорчĕн Хусанта тата тхэквандо енĕпе Челябинскра иртекен тĕнчери чи пысăк ăмăртусем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ.
Шупашкарсем çак чыса тĕнчери пысăк хуласем хушшинче иртнĕ тупăшура çĕнсе илнĕ. Ăмăртусем "Олимпийский" тĕп стадионта иртĕç. Стадиона тĕпрен çĕнетсе юсас ĕçсем малалла пыраççĕ. Стадиона çĕнетсе лайăхлатма пĕлтĕр пире федераци бюджетĕнчен 14,5 миллион, кăçал тата 63,6 миллион тенкĕ укçа уйăрса пачĕç. Ăмăртăва хăйне ирттерсе яма кăна Раççей Минспорчĕ федераци бюджетĕнчен 17 миллион тенкĕ илме пултарчĕ. Кунсăр пуçне Раççейри Олимп Комитечĕпе Пĕтĕм Раççейри çăмăл атлетика федерацийĕ чемпионат валли 25 миллион тенкĕлĕх спортпа технологи хатĕрĕсем туянса пачĕç.
Европа чемпионачĕ хыççăн çав хатĕрсем Шупашкартах юлĕç, вĕсемпе чăваш спортсменĕсем усă курĕç. Çĕртме уйăхĕн 8-10-мĕшĕсенче "Олимпийский" стадионта тест ăмăртăвĕсем, çăмăл атлетикăн нумай енĕпе мала тухассишĕн пыракан Раççей чемпионачĕ иртĕ. Çак вăхăт тĕлне стадиона пĕтĕмпех хатĕрлесе çитереççĕ. Чемпионат мĕнлерех пынине Европăри 50 çĕршыва тата ытти континентсене трансляцилеççĕ. Чемпионат ăмăртăвĕсене çутатма ют çĕршывсенчи, Британири Би-Би-Си тата Германири АРД пек уйрăм телекомпанисем хатĕрленеççĕ.
Европа чемпионатне çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче каçхине Хĕрлĕ плошадьре официаллă йĕркепе уçаççĕ. Çак каç куракансене Италирен килнĕ Ингрид паллă юрăç хавхалану кỹрĕ. Европа чемпионачĕн билечĕсене чемпионатăн официаллă сайчĕ çинче тата Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкар, Йошкар-Ола хулисенчи концерт кассисенче туянма пулать. Кунсăр пуçне республикăри кашни муниципалитет валли 300-шер билет (ăмăртăвăн кашни кунĕ валли _ 150-шар билет) уйăрса хăвартăмăр, вĕсене туянас ыйтупа районсен администрацийĕсене пымалла.
А. ВОРОБЬЕВА, социаллă хỹтлĕх центрĕн директорĕ.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)