30 мая 2015 г.
Шупашкарта саккăрмĕш хут иртекен кинофестиваль савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ. Унта эпир те хĕрĕмпе хутшăнма пултартăмăр. Чăваш патшалăх университечĕн студенчĕсем нихăçан манăçа тухман вальспа савăнтарчĕç.
Шупашкар кинофестивалĕ сахал йышлă халăхсен киноискусствине аталантарма, çитĕнекен ăрăва тĕрĕс воспитани пама, республика çыннисене чăн-чăн кинопа киленме майсем туса пачĕ.
Фестиваль "Старики" картинăпа уçăлчĕ. Вăл Шупашкарти фестиваль çутипе кун курнăскер. Унта ĕç-пуç кам пирки пынине тỹрех ăнланса илме пулать. Ватăсене, ачасем пекех, хỹтлĕх, чун ăшши кирлĕ. Фильм чи çывăх çыннăмăрсем умĕнчи тивĕçĕмĕре туллин пурнăçлама хистет. Ĕçĕм те çакăнпа çыхăннăскер манăн.
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)