АУ «Редакция Батыревской районной газеты «Авангард» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăкăр _ халăх пуянлăхĕ. Ăна упрама пĕлмелле

30 мая 2015 г.

"Алă çумасăр çăкăр ан тыт, çăкăртан асли çук" (Ваттисен сăмахĕ).

Çăкăр пур _ пурнăç пур, тенĕ авалтанах. Ахальтен мар ĕнтĕ мĕн ачаранах урайне ỹкнĕ кашни тĕпренчĕке пуçтарса çиме вĕрентеççĕ. Вăрçă терт-нушине курнисем, ачалăхĕнче тăраниччен çăкăр çисе курайманнисем ăна пушшех те хисеплеççĕ. Шел пулин те, паянхи çамрăксем пирки çакна калаймăн. Ку вăл сĕтел çинче яланах çăкăр-булка выртнипе, хăть хăш лавккара та хамăр кăмăла каяканнине туянма пултарнипе те çыхăннă. Акă, Патăрьелĕнчи тулли мар яваплă "Союз" пĕрлешỹ хăйех темиçе тĕрлине кăларать: кукăльсем, кĕлентăрсем, кекссем, сухарисем... Кунта хатĕрлекен пылак çимĕçĕн шучĕ те сахал мар. Пурĕ вара пĕрлешỹ 100-е яхăн продукци халăх патне çитерет. Юхмапа Пăла тăрăхĕнче пиçнĕ изделисене кỹршĕ Шăмăршă тата Комсомольски, Шупашкар районĕсене, Тутар Республикине, Чĕмпĕ-ре ăсатаççĕ. Унта пурăнакансем те вĕсене хаваспах туянаççĕ.

_ Эпир кăларакан изделисене çынсем кăмăлласа туянни _ пирĕн ĕçе хаклани тесе шухăшлатăп, _тесе пуçларĕ хăйĕн калаçăвне виççĕмĕш çул директор тилхепине тытакан Л. Кузнецова.

_ Районта пурăнакансем пирĕн пата туй е тата ытти уявсене валли те çăкăр, кукăльсем пĕçерме заказсем параççĕ. Çакă та савăнтарать.

_ Любовь Яковлевна, районта уйрăм çынсем _ предпринимательсем _ пĕчĕк пекарньăсем уçма пуçларĕç. Хальхи вăхăтра 6 пекарня çăкăр-булка пĕçерет. Конкуренци пĕчĕк тесе калаймăн.

_ Патак та икĕ вĕçлĕ, теççĕ. Конкурентсем пурри пĕр енчен начар, çав вăхăтрах аван та. Вĕсем пире лайăхрах ĕçлеме, продукцисене тутлăрах пĕçерме, ассортимента пуянлатма хистеççĕ. Нумай пулмасть эпир сийлĕ "Свердловская", "Дивная" печенисем, вафли татăкĕсем, кекссем, кукăль йогуртпа хатĕрлеме тытăнтăмăр. Çĕнĕ изделисене мĕнле тумаллине Хусанти "Церера" фирмăра тăрăшакансем вĕрентрĕç. Вĕсемпе эпир тачă çыхăну тытатпăр. Рынок экономикинче мĕн пĕлнипе кăна çырлахма юрамасть. Пурнăçпа тан утас тесен пĕлỹ шайне ỹстерсех тăмалла тесе шухăшлатăп.

Продукци мĕнле пуласси çăнăхран нумай килет, çавăнпа та пысăк пахалăхлипе кăна усă курма тăрăшатпăр. Унччен фермерсенчен те туянаттăмăрччĕ, халь элеваторсемпе çеç ĕçлетпĕр.

_ Ассортимента пуянлатма, çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме техника та кивви кирлĕ мар тесе шухăшлатăп.

_ Тĕрĕсех ĕнтĕ. Юлашки виçĕ çулта чуста çăракан икĕ хăвăртлăхлă икĕ миксер, чуста пайлаканни тата çавракалатса хураканни, çăкăр касаканни, сийлĕ чустана саракан агрегат, çăкăр-булкăна çатăркана хуракан машина, пан улмипе купăстана тураканни туянтăмăр. Унччен алăпа тунă ĕçсене май пур таран çăмăллатма тăрăшатпăр. Халăх патне эпир пĕçерекен продукци вăхăтра çиттĕр тесе тăватă автомашина илнĕ. Завод кивĕ пулнăран унăн сăн-питне те çĕнетме май тупрăмăр. Малашне газпа пĕçерекен тепĕр кăмака, каçхи смена валли чустана пайлакан тата çавăрса хуракан автомат туянма палăртнă.

_ Эсир каçхи смена пурри пирки каларăр. Заводра вара миçе смена ĕçлет? Кадрсем тĕлĕшĕнчен еплерех?

_ Пурĕ пирĕн виçĕ смена. Шăпах каçхисем çынсем тăриччен çăкăр пĕçерсе кăлараççĕ, халăх патне вăхăтра çиттĕр тесе тăрăшаççĕ. Ыттисем вара кăнтăрла кукăльсем, печенисемпе пĕремĕксем, пылак çимĕçсем хатĕрлеççĕ. Паян кадрсем тĕлĕшĕнчен йывăрлăх çук, анчах шухăшлаттараканни пур. Ĕçлекенсем хушшинче аслă çултисем нумай, вăтам çул _ 48. Пурте опытлă, маттур, анчах тепĕр темиçе çултан вĕсене кам улăштарать? Çамрăксене çăкăр пĕçерекенĕн профессийĕ илĕрттĕр тесех çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртме тăрăшатпăр.

_ Любовь Яковлевна, "Союз" пĕрлешỹре хатĕрлекен продукцисемпе Чăвашпотребсоюз е тата ыттисем йĕркелекен конкурссене хутшăнатăр-и?

_ Кашни çулах тĕрлĕ конкурса каятпăр. Пĕринчен те пушă алăпа таврăнса курман. Вăл е ку изделисем малти вырăнсене тухаççĕ. Тĕрĕссипе, çакăн пек ăмăртусене хутшăнни те ĕçлекенсен ăсталăхне ỹстерме, пĕр-пĕрин опычĕпе паллашма май парать.

Калаçу вĕçленнĕ хыççăн Л. Кузнецова çăкăр звочĕпе паллаштарчĕ. Хăть мĕн тесен те, хăлхапа çĕр хут илтнинчене куçпа пĕр хут курни аванрах. Чăнах та, ирхине-ирех завод кĕрлесе кăна тăрать. Пĕрисем чуста çăрма хатĕрленеççĕ, теприсем ыхрапа тата сырпа тутлăлантарнă батонсене вĕри кăмакаран кăлараççĕ, виççĕмĕшсем печенисем касаççĕ. Çĕнĕ техникăна пур ĕçчен те алла илни тỹрех сисĕнет.

Завод умĕнче темиçе автомашина тăрать. Вĕсене сăмсана кăтăклакан тутлă шăршлă çăкăр, кукăль, печени-пĕремĕк тиеççĕ. Вĕри кăмакаран тухнă, йĕркеллĕ сивĕнсе те ĕлкĕреймен продукцие çула, халăх патне, ăсатаççĕ.

О. ПАВЛОВА.

Патăрьелĕнчи çăкăр завочĕ 1972 çулта уçăлнă. Шăпах унăн бази çинче "Союз" пĕрлешỹ никĕсленнĕ. Хальхи вăхăтра кунта 54 çын ĕçлет.

Райпо лавккисенче тулли мар яваплă "Союз" пĕрлешỹ пĕçерекен çăкăра _ 20,5 тенкĕпе, пĕчĕк купăста кукăльне _ 15, чăкăт ватрушкине _ 56, чернослив кукăльне (700 грамм таять) _ 125, лимонника _ 63, хăймаран хатĕрленине (сметанник, 400 грамм) 82 тенкĕпе туянма пулать.

Юлашки виçĕ çулта çăкăр завочĕ ĕçре куллен усă куракан техникăна 2 млн та 552 пин тенкĕлĕх çĕнетнĕ.

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика