30 мая 2015 г.
Патăрьел райповĕн тулли мар яваплă "Союз" пĕрлешỹ базинче Чăваш Республикинчи потребитель пĕрлешĕвĕсен союзĕ (Чăвашпотребсоюз) йĕркеленипе "Чи лайăх продукци" конкурс "2015 çулхи чи лайăх çăкăр-булка изделийĕ" номинаципе иртрĕ. Унта Чăваш Енри 18 район килнĕ. Сăмах май, районти пĕрлешỹ çак мероприятие çулленех хутшăнать, кашнинчех пĕр-пĕр çимĕç малти вырăнсене йышăнать.
Конкурса район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов, Чăвашпотребсоюз Канашĕн председателĕн çумĕ Андрей Данилов, республикăри потребкоопераци тата предпринимательлĕх ĕçченĕсен профсоюз председателĕ Надежда Гамоля, Патăрьел райповĕн Канаш председателĕ Петр Перепелкин пулчĕç, тухса калаçрĕç. Николай Иванович район пурнăçĕпе паллаштарчĕ. Вăл суту-илỹре тата обществăлла апатлану системинче пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхре тăрăшакансен 36 проценчĕ вăй хунине палăртрĕ.
Унтан тỹресем çăкăр-булка изделийĕсене хаклама пуçларĕç. Пĕринчен тепри тутлăрах пĕçерсе килме тăрăшнă конкурсантсем, çавна май чустаран пĕçернĕ япаласене хаклама çăмăлах пулмарĕ. Патăрьелĕнчи "Союз" пĕрлешỹ илсе килнĕ кĕлентăр пахалăхĕпе пурин кăмăлне те кайрĕ.
(Хамăр корр.)
Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)